Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Операци ачасен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă

Шкул ачисен çуллахи каникулĕвĕçленсе пырать. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче ачасене Пĕлỹ тĕнчине йыхравлакан пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă хыççăн çул çинчи куçăм тата ытларах, кăткăсрах пулĕ. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен тата вĕрентỹ министерсвисен йышăнăвĕпе августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 9-мĕшĕччен "Асăрханăр - ачасем!" операци иртет. Çак тапхăрта водительсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла, çуран каçмалли вырăнсенче ачасене, çынсене ирттерсе ямалла.

Сăмах май калсан, кăçалхи çичĕ уйăхра районта аварисен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 21 процент ỹснĕ. Инкекре аманнисем ытларах пулни асăрханулăха тата ỹстерме ыйтать.

А. МАЛЬЦЕВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ

Авангард



30 августа 2022
08:59
2022 год
Поделиться