Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канлĕ ватлăхпа киленме Турă патăрччĕ сывлăхне

АСЛĂ çулхи çынна хисеплени нихăçан та çĕре ỹкмест. Çамрăклăхпа ватлăх юнашарах çỹренине манма юрамасть. Çулсем сисĕнмесĕрех пĕрин хыççăн теприне улăштараççĕ, çапла вара хамăр туймасăрах мăнуксене, унтан кĕçĕн мăнуксене чĕрçе çинче сиктерме пуçлатпăр. Çапла пултăрах! Ачасемпе çывăх çынсем пире те сума суччăр тесен хамăрăн тĕслĕх кăтартмалла. Паянхи ватăсене вара пирĕн тав тумалăх пур. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хĕн-хурне курнă, çĕршыва ура çине тăратассишĕн нумай тăрăшнă.

Сентябрь уйăхĕнче Патăрьелĕнче пурăнакан Минибену Масеева, Треньелĕнчи Васса Михайлова, Сăкăтри Ольга Тестова, Çĕнĕ Ахпỹртри Александра Горбунова хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене паллă тăваççĕ.

Çĕнĕ Ахпỹртри Перасковия Артемьева тата Сăкăтри Ольга Ершова район тантăшĕсем - иккĕшĕ те 95 çул тултараççĕ

Авангард



30 августа 2022
08:52
2022 год
Поделиться