Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи лайăх парне – кĕнеке

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ тĕп библиотека фончĕ çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланса пырать. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти технологипе управлени академийĕн ректорĕ, биологи наукисен докторĕ, профессор, Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Иван Селиванов вулавăша хăйĕн черетлĕ тепĕр кĕнекине, 2019 çулта пичетленнĕ "Мемуары длиною жизнь" аса илĕвĕн иккĕмĕш пайне - "Чем ближе к закату, тем длиннее тень воспоминаний" - парнеленĕ. Изданире авторăн кун-çулĕпе, ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашма май пур.

Сăмах май, Иван Михайлович 1950 çулта Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралнă. Хусанти патшалăх ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Авангард



30 августа 2022
08:53
2022 год
Поделиться