Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мухтанатпăр ентешпе, савăнтарать çитĕнĕвĕсемпе

 ПИРĔН ентеш, Шупашкарти А.И. Тихонов ячĕллĕ спорт шкулĕн воспитанникĕ, Раççей спорт мастерĕ Егор Селиванов çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăрать. Çак кунсенче тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Егор Раççейĕн триатлон чемпионатĕнче ылтăн медале çĕнсе илнĕ. Ăмăрту Челябинск облаçĕнче иртнĕ, унта çĕршыври 200е яхăн спортсмен старта тăнă.

Çамрăк спортсмен 1,5 çухрăма ишессипе, 30 çухрăма велосипедпа (маунтинбайк енĕпе) ăмăртассипе тата пĕр çухрăма чупассипе чи маттурри пулнă. Сăмах май, Егора малтанхи утăмсем тума Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнчи ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Валерий Платонов пулăшнă.

Авангард



26 августа 2022
08:48
Хроника мероприятий
Поделиться