Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутат пуçарăвĕпе, ял тăрăхĕн пулăшăвĕпе

 Сăкăта кĕнĕ çĕре стела вырнаçтарса ăна сăвапланă. Ĕç-пуçа пуçараканĕ тата укçа-тенкĕ енчен тĕрев параканни районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Казачков пулнă. Сăмах май каласан, çак ялта çуралса ỹссе кунтах тĕпленнĕ Анатолий Петровича çак шухăш тахçантанпах канăç паман. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме ял тăрăхĕн администрацийĕ те пулăшса пынă.

Стелăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Казачков тата унăн пиччĕшĕ Александр, çывăх тăванĕсем, çемьен тус-юлташĕ тата ял халăхĕ хутшăннă.

Стелăна Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Сăкăт чиркĕвĕн настоятелĕ Игорь Алевский иерей, Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ Патăрьел чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Синяков иерей сăвапланă.

Ялшăн тăрăшакан çынсене "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" медальпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă май Рудольф Селиванов районта юлашки вăхăтра çакнашкал стелăсем лартасси йăлана кĕрсе пынине палăртнă. "Кашни ялтах хастарсем пур. Вĕсем обществăлла пурнăçа харсăр хутшăнаççĕ. Ялсен аталанăвĕ çамрăксене те интереслентерет. Апла пулсан хамăр пурăнакан вырăнăн малашлăхĕ пысăк",- тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

А. КАПИТОНОВА

Авангард



29 августа 2022
08:58
2022 год
Поделиться