Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юрă юхрĕ таврана

Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи пурăннă пулсан августăн 21-мĕшĕнче 88 çул тултармаллаччĕ. Çĕньялсем хăйсен ентешне манмаççĕ. Çакна "Хавал" кану паркĕнче ирттернĕ уяв та çирĕплетет.

Мероприяти "Илем" фольклор ушкăнĕ Геннадий Айхин "Вĕç, вĕç, куккук" юррине шăрантарнипе пуçланчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ. Вăл çĕнĕ пуçарусемшĕн, пĕр шухăшлă пулнишĕн ырларĕ, хастарсене наградăсем пачĕ. "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕпе "Знамя" колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Алексей Иванович Петрова, чи хисеплĕ ватта Петр Николаевич Митрофанова чысларĕ. Вушнаевсен çемйине юбилейпе саламларĕ. Валентина Егоровнăпа Николай Алексеевич 55 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. 3 ача çуратса ỹс- тернĕ.

Уяв ячĕпе районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Алина Антонова та ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕ. Çавăн пекех вăл "Илем" халăх фольклор ушкăнĕн хастар артистне Ольга Петровна Мадюковăна 65 çулхи юбилей ячĕпе Хисеп грамотипе чысларĕ.

Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова халăх пуçарулăхне палăртрĕ, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ, ял пурнăçне хăтлăлатассишĕн ырми-канми тăрăшакансене администрацин Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.

 Сценăна "Илем" халăх фольклор ушкăнĕсĕр пуçне Анат Тăрмăшĕнчи "Çăлкуç" ушкăн артисчĕсем те илем кỹчĕç, хăйсен юрри-ташшипе куракансене савăнтарчĕç.

 Г.Айхи ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти театр студине çỹрекенсем "Айхи ачалăхĕ" спектаклĕн пĕр пайне выляса пачĕç. Çавăн пекех куракансем валли флэшмоб йĕркелерĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



26 августа 2022
09:00
Хроника
Поделиться