Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăпăрлансене тимлĕх кирлĕ

 Районта Чăваш Республикинчи Ачан прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Унпа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова тĕл пулнă.

 Вĕсем Шăнкăртам ял тăрăхне çитнĕ. Кунта район администрацийĕн, Шăнкăртам ял тăрăхĕн, çул-йĕр инспекцийĕн представителĕсемпе çул çитменнисемпе çул çинчи, шыв, спорт тата ача-пăча лапамĕсенчи хăрушсăрлăх е тата профилактики пирки сăмах хускатнă.

Алевтина Федорова Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртне те çитсе курнă. Клубра вăй хуракансен музыка инструменчĕсемпе хатĕрленĕ номерĕсемпе, тĕрлĕ кружока çỹрекен ачасен пултарулăхĕпе паллашнă. Çавăн пекех Узбекистанран Вăрманхĕрри Шăхальне куçса килнĕ нумай ачаллă Аннăпа Азизбек Мирзабековсем патĕнче пулнă. Вĕсем "Пилĕк е ытларах çул çитмен ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăпа 2021 çулта тунă çуртра пурăнаççĕ. Хăна пурнăç условийĕсемпе тата çĕнĕ вĕренỹ çулне еплерех хатĕрленнипе паллашнă. Сăмах май, Мирзабековсем 6 ача çитĕнтереççĕ, асли - 16, кĕçĕнни тăватă çулта.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



26 августа 2022
08:57
2022 год
Поделиться