Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулсем иртни ан кỹтĕр тунсăх

РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 65 çулпа танлашать. Çак каçалăкран иртекенсем пурри савăнтарать. Нумай пулмасть Хирти Пикшикре пурăнакан Минсамат Ахметзянов 85 çулхи юбилейне паллă тунă. Сумлă уявпа ăна Пикшик ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Наил Вахитов саламланă, район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам открыткине тата Хирти Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Владислав Красновăн парнине панă.

Минсамат Халиуллович Хирти Пикшикрех çуралнă. Ачалăхĕ унăн Тăван çĕрывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсенче иртнĕ. Водитель правине илнĕ хыççăн тăван колхозра тăрăшнă, каярах Канашри автобазăна водителе вырнаçнă. Ветеран 40 çул аллинчен руль яман.

Хисеплĕ кил хуçи мăшăрĕпе 7 ача çуратса ỹстернĕ, паян 13 мăнукĕпе тата икĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

 

Авангард



23 августа 2022
09:00
2022 год
Поделиться