Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăнса пулчĕ кăçал тыр-пул, хĕпĕртемелĕх халĕ пур

Пиçсе çитнĕ пучахсем çил вĕрнĕ май тинĕс пек хумхана-хумхана илеççĕ. Пусăпа пыракан комбайнсем вара аякран карап пекех курăнаççĕ. Вĕсем паккус хыççăн паккус выраççĕ, унтан бункера тулнă тырă автомашина кузовĕ çине шыв пек юхать. Çак илем çине пăхнăçем пăхас килет. Нумай киленсе тăраймастăн, техника çийĕнчех ĕçе пикенет.

 - Виçĕ комбайн 1057 гектар йышăнакан пĕрчĕллĕ культурăсен хирĕсене пушатса пыраççĕ. Вĕсемпе Николай Викторов Владимир ывăлĕпе, Вадим Краснов Данил ывăлĕпе, Геннадий Ялуков Владимир Кудряшовпа тăрăшаççĕ. Улăм выльăхсене валли çителĕклĕ хатĕрленĕ, халь тăпра пулăхлăхне лайăхлатма "уй-хир карапĕсем" ăна тỹрех вĕтетсе пырса сапалаççĕ. Тухăç та кăçал савăнтарать. Урпан "Эльф", туллăн "Ульяновский-100" сорчĕсем пĕр гектартан вăтамран 50 центнер тухрĕç. Вăтам тухăç 40 центнер ытларахпа танлашать, - терĕ "Батыревский" пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ Евгений Сейфуллин вырма еплерех пынипе паллаштарнă май.

Хуçалăхра çĕр улми те начар мар çитĕннĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов "иккĕмĕш çăкăр" анинче те пулчĕç. Çăлса пăхнă авăртан 12 тымар çимĕç тухрĕ. Пурте тенĕ пекех пĕр пек. Сăмах май, пĕрлешỹре кăçал вăрлăха çĕнетнĕ, "галла" сорта Комсомольски районĕнчи "Слава картофелю" хуçалăхран туяннă.

 "Красное Знамя" кооперативра та ĕç вĕрет. Пушаннă тырă уйĕсене тỹрех К-700 тракторпа сухаласах (2 страницăри сăн ỹкер- чĕкре) пыраççĕ.

Алманчăри Александр Петров фермер хуçалăхĕнче те вырма кал-кал пырать. Ирхи сывлăм типсенех ĕçе пикенеççĕ.

- Пĕрчĕллĕ культурăсенче нỹр 14,5-14,6 процентран пĕчĕкленсен тин комбайнсене хире кăларатпăр. Тырă типĕтекен хатĕр туянтăмăр, çывăх вăхăтра ăна илсе килмелле. Ун чухне ĕç тата хăвăртрах каясса шанатпăр. Арендăна çĕр панисене тырă патăмăр, - тет фермер.

Комбайнсене Владимир Гаврилов, Семен Кошкин, Сергей Ермолаев тытса пыраççĕ. Пурин те опычĕсем пысăк. Тырра Сергей Карсаков, Герман Шемалаков, Юрий Мышов автомашинăсемпе турттараççĕ.

 Çанталăк типĕ тăнипе "Колос" çĕр ĕç фирминче те туллин усă кураççĕ. Пĕр тăван Петрпа Роман Сорокинсем вырмана çулленех хутшăнаççĕ. Сăмах май, çуркунне те вĕсенех акара курма пулать.

- Кĕрхисем валли те çĕр хатĕрлесе пыратпăр. Вăрлăх Шăмăршă районĕнчен илсе килетпĕр, килĕшỹ тунă, - терĕ çĕр ĕç фирмин директорĕ Борис Думилин.

Ĕнерхи куна районĕпе пĕр- чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11136 гектар (62,9:)вырнă, вăтам тухăç 35,3 центнерпа танлашать.

 Кĕрхисене акма çĕр 5290 гектар хатĕрленĕ.

Выльăхсене валли утă - 13240 тонна, сенаж 26557 тонна янтăланă.

О.БЕЛЬДЕКОВА

 

Авангард



23 августа 2022
08:56
2022 год
Поделиться