Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наталия АНДРЕЕВА: "Ĕçрен - киле, килтен ĕçе каяс туйăм кашни çынра пултăр тесе тăрăшатăп"

 Çак сăмахсене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕнчен Наталия Андреевăран пĕр хутчен çеç илтмен эпĕ. Çавна май педагогикăра чĕрĕк ĕмĕр, ертỹçĕре 10 çул вăй хуракан Наталия Борисовнăпа калаçу пуçарма та кăмăллă пулчĕ.

- Çу иртнине сисмерĕмĕр те. Район администрацийĕн ведомствăсем хушшинчи комиссийĕ, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн специалисчĕсем пĕлỹ çурчĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнине тишкерсе тухнă ĕнтĕ. Сирĕн шкул пирки мĕнле пĕтĕмлетỹ турĕç тата ĕçе кĕртме палăртнă çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăраймăр-ши?

- Вĕренỹ çуртне сăн кĕртессипе сахал мар ĕçлетпĕр. Кабинетсене сăрланă, хăш-пĕр стендсене улăштарнă. Вырăс чĕлхипе литература, ИЗО, хими, математика предмечĕсене, пуçламăш классене пĕлỹ паракан, "Точка роста" тата ытти кабинетсене тивĕçлĕ хак пачĕç.

Малашлăхра шкула тĕпрен юсамашкăн проектпа смета документацине хатĕрлесе çитернĕ. Программăна кĕртнĕ.

Çĕнĕлĕх яланах шыратпăр. Педагог-психологсен кабинетне уçрăмăр. Ача шкулта пĕлỹ илнипе çеç çырлахтăр тесе мар, малашлăх çул-йĕрне палăртма пултартăр тесе тăрăшатпăр. Кăçалтан педагогика класĕ йĕркелесшĕн. Унта пĕлỹ пухакансем кĕçĕннисен вожатăйĕсем пулĕç. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти хатĕрленсе ирттерĕç. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе туслă çыхăнура эпир. Алла аттестат илнĕ çамрăк аслă пĕлỹ илме унта çул тытма пултарать. Кайран хамăр пата ĕçлеме килеççĕ. Йыша Ольга Артамонова кĕçĕн классене вĕрентекен, Алсу Шепеева истори, Светлана Чанга вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен хутшăнни çакна çирĕплетет те.

 Директорăн воспитани енĕпе тата ачасен обществăлла организацийĕсемпе ĕçлекен канашçи пулать çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен. 2 ставка уйăрнă. Специалистсем хатĕр.

- Кашни мероприятиех эсир Раççей ялавне илсе кĕнипе тата Гимн юрланипе пуçлатăр.

- Çапла. Çĕнĕлĕх мар çакă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен пуçласа кашни тунтикун класс сехечĕ ирттересшĕн. Ачасене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе малалла тăсасшăн. Тăван ене, тăван чĕлхене, хамăр çĕршыва юратма хăнăхса ỹсчĕр вĕсем. Класс сехечĕсенче ачасене мĕн интереслентернине те шута илесшĕн.

- Шкул йĕри-тавра илем сирĕн. Чечексем çу каçипех çеçке çураççĕ. Теплицăра çимĕç çитĕнет. Пан улми те ăнса пулнă кăçал. Çитĕнекен ăрăва ĕçе хăнăхтарассине мала хуратăр-и?

- Паллах. Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕпе çыхăнура эпир. 10-11 классенче вĕренекенсене çĕвĕç, повар, тракторист, каменщик... профессийĕсен никĕсне пама тăрăшатпăр. Район халăхĕ çĕрпе ĕçленĕрен чылайăшĕн килĕнче тĕрлĕ техника пур. Мĕншĕн ăна çỹретме ачан вĕренмелле мар? Çĕвĕ çĕлесси пурне те кирлĕ. Апат хатĕрлеме те пĕлмелле. Кунне темиçе хутчен сĕтел хушшине ларатпăр вĕт.

- 2016-2017 вĕренỹ çулĕ хыççăн сирĕн шкулти чылай выпускник тухтăр профессине алла илме аслă шкулсене кĕчĕ. Кăçал та çапла-ши? -

 Çук. Аслă шкулсене кайнисенчен 6-шĕ педагогикăна, 21-шĕ инженерипе техника факультечĕсене кĕнĕ. Экономика, авиаци енĕпе пĕлỹ илес текенсем те пур. Йĕрке хуралĕнче ĕçлеме те кăмăл тăваççĕ. 53 выпускникран 38-шĕ тỹлевсĕр (бюджет мелĕпе) малалла вĕренме пултарни кăмăллă.

- Ĕçе лайăхлатас тĕлĕшпе ашшĕ- амăшĕн, ачасен шухăш-кăмăлне те тĕпе хуратăр пулас?

- Паллах. Вĕренекенсем халĕ шкулăн малашлăхне курса тĕрлĕ реферат, ĕç хатĕрлеççĕ. Вĕсемпе Раççей шайĕнчи конкурссене те хутшăнаççĕ. Ырă сĕнỹсене мĕншĕн пурнăçа кĕртес мар? Хăйсем вара çак тупăшусенче çĕнтерсе "Артек" таранах канма каяççĕ.

- Сирĕн çитĕнĕвĕрсем сахал мар...

 - Пĕр вырăнта тăрасшăн мар. 2014 çулта Раççейри ялсенчи шкулсен ТОП-200, унтан ТОП-300 йышне кĕтĕмĕр. Чăваш Республикин грантне тивĕçнĕччĕ.

Вĕрентỹ учрежденийĕстажировка плошадки шутланса тăрать. Районти мероприяти чылайăшĕ çакăнта иртет. Республика шайĕнчи канашлусене те йĕркелеççĕ. Вĕренекенсем мĕнле акцие çеç хутшăнмаççĕ-ши? "Георгий хăйăвĕ", "Салтак пăтти", "Çĕнтерỹ чỹречисем" "Çĕнтерỹ салючĕ", "Вилĕмсĕр полк", "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юррисем", "Мир кăвакарчăнĕ", "Астăвăм сачĕ", "Пысăк тăхтав"... тата ытти те. Сочиненисем, эссесем çырса Раççей шайĕнчи конкурссене тăратаççĕ.

 Юрлакансен, ташлакансен пултарулăхне курма кăмăллă. Ушкăнсем район, республика конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

- Сирĕншĕн шкул тăван кил вырăнĕнчех ĕнтĕ.

- Çакăнта вĕренсе алла аттестат илнĕ. Унтан аслă шкулта ăс пухнă. Кайран юратнă педагогсем патне ĕçлеме таврăннă. Аспирантурăра вĕреннĕ.

- Пĕр вырăнта "мăкланса" лармастăр?

- Тĕрлĕ конкурсра вăй виçме кăмăллатăп. Квалификацие ỹстермелли курссене çỹретĕп. Курссенчен, конференцисенчен таврăннă хыççăн хама, кăшт кăна пулин те, хамăн профессире çỹлерех пулнине туятăп. Конкурссенче çĕннине питĕ нумай пĕлетĕн. Хăвна урăх енчен куратăн. Тума пултарайманнине те парăнтаратăн вĕсенче. Çакă маншăн питĕ интереслĕ. 2006 çулта пĕрремĕш хут "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурсра ăмăртнăччĕ. Пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. 2012 çулта "Çулталăк учителĕ" конкурсра çĕнтертĕм. Республикăра та мала тухрăм. Липецк хулинче Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнма тивĕçрĕм. Асăннă конкурсра 15 финалисчĕ. Унта пухăннă педагогсемпе паллашса-туслашса нумай çĕннине пĕлтĕм. Таврăнсан шкулта квалификацие ỹстермелли корпоратив курсне йĕркелерĕм. Çакна тĕпе хурса "Педагогика технологийĕсем" статья çыртăм.

 2019 çулта "Ертỹçĕ шухăшĕ" республика конкурсне хутшăнтăм. Пирĕн шкул мала тухрĕ. "Ертсе пыракансен команди" конкурсра тĕрлĕ сферăри ертỹçĕсем вăй виçрĕç. Çурма финалта, калăпăр, бизнесра, банк тытăмĕнче, патшалăх службинче ĕçлекенсем пурччĕ. Вĕсен шухăшĕсемпе паллашма интереслĕ пулчĕ. Ку конкурсра çĕнтерни маншăн ырă кĕтменлĕх пулчĕ.

- Пурнăçра хăвăр вырăна тĕрĕс тупнă тесе калас килет.

- Вĕрентекен пулма ачаранах ĕмĕтленнĕ. Кăмăла каякан учительсен йышне кĕрес килетчĕ. Ĕçе вырнаçас текенсемпе те çакна хускататăп. Вĕрентекенĕн пур енлĕ пултармалла. Ăс-тăна çивĕчлетсе, тавра курăма анлăлатса пыма та, юрлама та, ташлама та, спорт вăййисене выляма та пултартăр вăл. Çавăн чухне шухăшсем ытти çĕре каймаççĕ. Ыттисем те хисеплеççĕ.

 - Ĕçĕре хисеплени калаçăвăртанах сисĕнет...

 - Коллектив пĕр шухăшлă пулни ĕçре çитĕнỹсем тума пулăшать. Юлхавсем çук пирĕн йышра.

 - Хĕрĕр педагог профессине суйламанччĕ-и-ха сирĕн?

- Ника И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен стоматолога вĕренсе тухрĕ. Хăйĕн специальноçĕпе ĕçлет. Килĕштерет. Çынсен шăлĕсене юсаса вĕсен питĕнчи илеме упрама пултарнишĕн хĕпĕртет.

Иксĕмĕрĕн ĕçĕмĕр те яваплă. Телейлĕ кукамай пулас килет.

- Наталия Борисовна, район халăхĕ сире "Авангард" хаçат йĕркелекен "Çулталăк çынни" конкурс çĕнтерỹçи пулнипе те лайăх пĕлет. 1000 ытла ача вĕренекен шкула тивĕçлĕ ертсе пыма пултарни те хисепĕре ỹстерет...

- Пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатпăр мар-и? Паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах ĕçлесчĕ. Ял, район, республика, çĕршыв экономикине тĕреклетме пултаракан тивĕçлĕ ăру çитĕнтересчĕ. Ун чухне Раççей Федерацийĕ тата чечекленĕччĕ.

- Тавах калаçушăн.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

 

 

Авангард



23 августа 2022
08:56
Хроника
Поделиться