Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыранхи кун паянхи ĕçсенчен килет

 Августăн 17-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче районăн 2022 çулăн социаллă аталанăвĕн çур çулхи кăтартăвне пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, ЧР ĕç тата социаллă хỹтĕлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, организаци-предприяти ертỹçисем хутшăннă.

Районăн çур çулхи кăтартăвĕсемпе муниципалитет ертỹçи Рудольф Селиванов паллаштарнă. Район администрацийĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри социаллă сферăна аталантарасси шутланать. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2022 çулта Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта спорт зонине тума тата Ыхра Çырминчи вăтам шкулăн проектне хатĕрлеме 11 млн тенкĕ ытла укçа уйăрнă.

 Кăçал Кзыл Чишмара çамрăксен "СЭЛЭТ-БАТЫР" обществăлла центрĕ хута каять, унта пултаруллă та ăслă, маттур ачасем хăйсен пĕлĕвне аталантарма, канма пултараççĕ. Çавăн пекех Ишлĕре тата Çĕнĕ Ахпỹртре ача сачĕсене реконструкцилесе кĕçĕн классене вĕрентмелли пỹлĕмсем тата хушма спорт зал тăвассипе проектпа смета документацийĕсем экспертиза витĕр тухнă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Туçари вĕрентỹ учрежденийĕсене 2024-2025 çулсенче тĕплĕн юсама федераци программине кĕмешкĕн ирĕк паракан смета документацийĕсем хатĕр.

Вĕренỹ çулĕ çывхарнă май ятарлă комисси шкулсем ачасене йышăнма еплерех хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. 21 учрежденинчен 19-шĕ паян тесен паян пĕрремĕш шăнкăрав пама пултарать. Пĕр пĕлỹ çурчĕ реорганизаци витĕ тухать, тепри вара Роспотребнадзор асăрхаттарăвĕсене сирессипе тимлет. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче çитменлĕхсене пĕтерсе пурте ĕçе пуçăнаççĕ.

Сывлăх сыхлавĕнче малтанхи звенона модернизацилессипе те сахал мар тăрăшаççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн фасадне, поликлиникăна çĕнетме пикеннĕ. Кзыл Чишма, Первомайски ялĕсенчи врач амбулаторийĕсенче те юсав вĕçленнĕ. Сăкăтри те пациентсене йышăнма хатĕр. 2025 çулччен тата 6 врач амбулаторине (Шăнкăртамра, Нăрваш Шăхалĕнче, Туçара, Турханта, Ыхра Çырминче) тата виçĕ фельдшерпа акушер пуктне (Кзыл Камышра, Красномайскинче, Кивĕ Катекре) çĕнетме палăртнă.

 Чирлĕ çынсене васкавлă пулăшу пама республикăн тĕп хулине илсе çитерме вертолет анса ларма лапам тата сиплев учрежденине килекенсен автомашинисене лартма стоянка тăвас ыйту çивĕч. Паяна çĕрне палăртнă, вертолета анса лармалли вырăна кăçалах хатĕрлеме пуçăнаççĕ.

Культурăра та улшăнусем çителĕклех. Тăрăнти тата Ульяновкăри клубсене 5 млн тенкĕлĕх юсанă. Первомайскинчи "культура вучахне", Патăрьелĕнчи каçхи вăтам шкула ача-пăча искусство шкулĕ валли реконструкцилеме проектпа смета докуменчĕсем пур. Тури Чакăри 100 вырăнлă культура çуртне тумалли проект хальхи вăхăтра патшалăх экспертизи витĕр тухать.

Физкультурник кунне уявланă чухне савăнăçлă лару-тăрура Треньелĕнче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс хута кайнă. Кунта футболла, баскетболла, волейболла вылякансем, çуран чупакансем валли тивĕçлĕ условисем пур, çавăн пекех тренажерсемпе тĕрлĕ хускану тума, "чирлисем" ăмăртусене ларса курма пултараççĕ.

2025 çулчченхи комплекслă аталану программипе килĕшỹллĕн 7 футбол уйĕ тата Шăнкăртамра спорт комплексĕ (экспертиза витĕр тухнă) район халăхĕшĕн парне пулĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан кашни виççĕмĕш çын социаллă пулăшупа усă курать. Нумайăшне сахал тупăшлă çемьесене социаллă контрактпа патшалăх паракан хушма пулăшу кăсăклантарать. Паяна çак çăмăллăх 151 çынна 23 млн тенкĕлĕх тивĕçнĕ, вăл шута уйрăм предпринимательлĕх ĕç-хĕлне тата уйрăм хушма хуçалăха аталантарма çырнă 108 контракт та кĕрет.

21 инвестици проектне (310 млн тенкĕ ытлалăх) хута ярассипе те тăрăшаççĕ.

Кăçал Патăрьел районĕ хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă тăвать. Уявра виçĕ çĕнĕ объекта - Хирти Пикшикри талăкра 100 тонна сĕте тирпейлекен "Молочные зори" кооператива, Сăкăтри çĕнĕ врач амбулаторине, Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ çурта - хĕрлĕ хăю касса кĕме палăртнă.

Çур çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ Рудольф Селиванов çитменлĕхсем, халăха хумхантаракан ыйтусем çинче те чарăнса тăнă.

- ...Пирĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - Патăрьел районне хитререх тата пурăнма хăтлăрах тăвасси. Çак пĕрлехи ĕçе кашни пурăнаканăн хутшăнмалла, власть тата çынсем пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурсан çеç лайăх кăтартусем пулаççĕ, - тенĕ Рудольф Васильевич.

Доклада Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, ЧР ĕç тата социаллă хỹтĕлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева хакланă. Владимир Степанов министр Патăрьел районĕ ăнăçлă аталанса пынине, çулталăк вĕçне палăртнă тĕллевсене пурнăçласса шаннине пĕлтернĕ.

О. ПАВЛОВА

 

 Авангард



23 августа 2022
08:58
Поделиться