Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа

Мухтавлă  ентешсен  çулталăкне  халалласа

 2022 çул Чăваш  Енре  - мухтавлă  ентешсен  çулталăкĕ. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕ – пирĕн ентешĕн, тĕнчипе  паллă Чăваш  халăх  поэчĕн  Геннадий Айхин çуралнă кунĕ. Пурăннă пулсан кăçал вăл  88 çул тултармаллаччĕ. Анчах та çĕньялсем мухтавлă поэта манмаççĕ.

 Шăматкун  Патăрьел районĕнчи Çĕньял ял халăхĕ   «Хавал»  кану  паркне  2018  çултанпа  йăлана  кĕнĕ   Ял  уявне  пухăнчĕ. 

 Сцена çинче Çĕньялти «Илем» халăх фольклор ушкăнĕ Геннадий Айхин юратнă юррине – «Вĕç-вĕç, куккук» юрра шăрантарнипе  уяв  концерчĕ пуçланчĕ. Уяв ячĕпе саламлама Патăрьел  район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов килсе çитнĕ. Вăл çĕньялсене çĕнĕ пуçарусем  тунăшăн, пĕр шухăшлă пулнăшăн ырларĕ, чи хастаррисене наградăсем пачĕ. «Патăрьел  районне 95  çул»  юбилей  медальне  «Знамя»  колхоз  председателĕ  пулса  ĕçленĕ Алексей Иванович Петров, Çĕньялти  хисеплĕ  ватă Петр Николаевич  Митрофанов тивĕçрĕç.  Çĕньялти  Вушнаевсен  çемйине  çемье  юбилейĕпе  саламларĕ. Валентина  Егоровнăпа  Николай  Алексеевич  55  çул  килĕштерсе  пурăнаççĕ, 3  ача  çуратса  ÿстернĕ. Тата Рудольф Васильевич уяв  ячĕпе  саламланă  май  халăх  пурăçне  лайăхлатассишĕн  влаçри  юлташсем  çине  тăрса  ĕçлени, тĕрлĕ  программăсем  ял  халăхне  пулăшу  кÿни  çинче  чарăнса  тăчĕ, ĕçре  çитĕнÿсемпе  ăнăçу  сунчĕ. Çавăн пекех  уяв ячĕпе халăха Патăрьел район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ  Алина Антонова  саламларĕ, Çĕньялти  «Илем»  халăх  фольклор  ушкăнĕн  хастар  артистне  Ольга  Петровна  Мадюковăна  65 çулхи  юбилей  ячĕпе  саламласа  Хисеп  грамотипе  чысларĕ,  малашне те çапла хастар пулма сунса хăварчĕ.

 Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова ял халăхне пуçаруллă та хастар пулнăшăн тав турĕ, малашне тата ытти çĕнĕ объектсене те хута яма тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ. Ял  пурнăçне  хăтлăлатассишĕн  ырми-канми  тăрашакансене  ял тăрăхĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.

Уяв концертне хутшăнма кăмăл тунă пултарулăх ушкăнĕсем хушшинче Çĕньялти «Илем» халăх  фольклор ансамлĕсĕр  пуçне  Анат Тăрмăшĕнчи «Çăлкуç»  ушкăн, уйрăм  артистсем  хăйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе куракансене савăнтарчĕç. Çĕньялти  Г.Айхи  ячĕллĕ  тĕп  шкулти  театр  студине  çÿрекен  пĕчĕк  артистсем  «Айхи  ачалăхĕ»  спектаклĕн  пĕр  пайне  выляса  пачĕç, куракансем  валли  флэшмоб  йĕркелерĕç.

 Культура ĕçченĕсем  каçхине   паркра  ял çамрăкĕсем валли дискотека йĕркелерĕç.



20 августа 2022
16:39
Поделиться