Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен хирĕсем майĕпен пушанса пыраççĕ. Ĕнерхи куна 7540 гектар (42,6 процент) вырса çапнă, вăтам тухăç пĕр гектартан 36,3 центнерпа танлашать. "Красное Знамя" хуçалăхăн (46,5 центнер пĕр гектартан), "Батыревский" пĕрлешĕвĕн (44,3), "Исток" çĕр ĕç фирмин (40,2), Ф. Чабатов (40), М. Лавреньева (40), Е. Мартышкин (40), Л. Краснова (40) фермер хуçалăхĕсен районти вăтам кăтартуран пысăкрах.

 Выльăхсене хĕл каçарма утă 13010 тонна (107,1 процент), сенаж 26557 тонна (105,7 процент) янтăланă. Пĕр условлă ĕне выльăх пуçне 22,7 процент апат единици хатĕрленĕ.

Кĕрхи культурăсене акма çĕр 4500 гектар (81, 9 процент) хатĕрленĕ.

Авангард



16 августа 2022
15:09
Поделиться