Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Клуб алăкĕсем уçăлчĕç, халăха хапăл пулчĕç

Тăрăн ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн августăн 12-мĕшĕ чылайлăха асра юласса шанас килет. Шăпах çак кун тĕплĕ юсав хыççăн паянхи шая тивĕçтерекен условисемлĕ Тăрăнти клуб алăкĕсем уçăлнă.

 Мероприятие Строитель кунне халалланă. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Роман Алексеев, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Рубцов, ял халăхĕ тата ыттисем хутшăннă.

Сумлă хăнасене юрă-ташăпа Тăрăнти пултарулăх ушкăнĕ кĕтсе илнĕ. Муниципалитет ертỹçи Рудольф Селиванов Строитель кунĕпе саламланă май культура çуртне "Культура" наци проекчĕпе юсанине, çĕнетнĕ клуб яла аталанма, унта ĕçлекенсене тата та ытларах хавхаланса ĕçлеме май панине палăртнă.

Уява килнисем савăнăçлă концерт курса киленнĕ.

Авангард