Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыйтăвĕсем кăсăклă, хуравĕсем тулли

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов августăн 12-мĕшĕнче "Контактра" социаллă сеть урлă халăхпа "тỹрĕ эфир" ирттерчĕ. Ăна йĕркелеме Чăваш Республикинчи регион управленийĕн центрĕ пулăшнă.

Рудольф Васильевич Интернет уçлăхĕнчи калаçура, тĕпрен илсен, кăçалхи çур çулхи социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсемпе, пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн хĕрỹ тапхăр пулнине шута илсе вырма кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче кăçал тăватă инвестици проекчĕ 33 млн тенкĕ ытлалăх хута кайнине, 21 инвестици проектне (310 млн тенкĕ ытлалăх) пурнăçа кĕртессипе малалла тăрăшнине пĕлтерчĕ. Виççĕмĕш кварталта талăкра 100 тонна сĕте тирпейлекен "Молочные зори" кооперативăн алăкĕсем уçăлаççĕ, ун чухне 20 çынна валли ĕç вырăнĕ хутшăнĕ.

Çул-йĕр ыйтăвне те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче яланах малти вырăна хума тăрăшаççĕ. 6 уйăх кăтартăвĕпе çул тăвас тата тирпейлес ĕçе 22 млн тенкĕ ытла янă. Район тата вырăнти 2 çухрăм ытларах çула 9 млн тенкĕлĕх юсанă. Кунсăр пуçне хальхи вăхăтра строительсем Шăнкăртамри Ленин урамĕнче 2,5 çухрăма тирпейлессипе тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Ишлĕ - Пăлапуç Нурăс, Кивĕ Катек - Татмăш çулсене те тикĕслеме палăртнă. Республика шайĕнчи Шăнкăртам - Первомайски автоçула та тĕплĕн юсаççĕ.

Пикшик тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенче территорисене хăтлăх кĕртме виçĕ проекта реализациленĕ. Кăçал тата 10 проект (Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа, Çĕньял...) пурнăçа кĕртмелле.

 "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" наци проекчĕпе Шăнкăртам ял тăрăхĕнче обществăлла вырăна 7 млн тенкĕлĕх хăтлăлатнă. Çулталăк вĕçĕччен Патăрьел тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче картиш территорийĕсене тирпей-илем кĕртме пурĕ 13 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла.

Патăрьелĕнчи тĕп больницăн фасадне, поликлиникăна çĕнетме пуçланă. Кзыл Чишма, Первомайски ялĕсенчи врач амбулаторийĕсенче те юсав вĕçленнĕпе пĕрех. Сăкăтри те кĕçех пациентсене йышăнма пикенет. Чирлĕ çынсене васкавлă пулăшу пама республикăн тĕп хулине илсе çитерме вертолет анса ларма лапам тата сиплев учрежденине килекенсен автомашинисене лартма стоянка тума палăртнă.

Шыв башнине те улăштарнă.

"Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2022 çулта вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине тума, юсама, çирĕплетме 10 млн тенкĕ янă: Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн физкультурăпа спорт зонине тăваççĕ; Ыхра Çырминчи вăтам шкула хăпартма проект хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех Ишлĕри тата Çĕнĕ Ахпỹртри пĕлỹ çурчĕсене кĕçĕн классене вĕрентме валли реконструкцилеме проектпа смета документацийĕсем те хатĕр.

Кзыл Чишмари çамрăксен "СЭЛЭТ-БАТЫР" обществăлла центрĕ те кăçал ăслă та маттур, пултаруллă ачасене йышăнма пуçлать. Пăлапуç Пашьелĕнчи, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Алманчăри, Çĕньялти Геннадий Айхи ячĕллĕ пĕлỹ çурчĕсенче "Точка роста" центр уçăлать.

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Туçари вĕрентỹ учрежденийĕсене 2024-2025 çулсенче тĕплĕн юсама федераци программине кĕмешкĕн смета документацийĕсем хатĕрлеме пикеннĕ.

Культура çурчĕсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Тăрăн тата Ульяновка ял клубĕсене модернизацилесси вĕçленнĕпе пĕрех. Первомайскинчи "культура вучахне" тата Патăрьелĕнчи каçхи шкула ача-пăча искусство шкулĕ валли реконструкцилеме проектпа смета докуменчĕсем алăра. Районта тата 16 клуба юсамалла. Татмăшрине тата Тури Чакăрине тума проект хатĕрлессипе тăрăшаççĕ.

Подписчиксенчен те ыйту нумай килчĕ. Муниципалитет ертỹçи Рудольф Селиванов кашнине тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕ. Çынсене ытларах шкул, культура çурчĕ, çул-йĕр, таса шыв ыйтăвĕсем пăшăрхантараççĕ. Хуçасăр йытăсене тытасси, Сосновски пултăранне пĕтересси пирки те сăмах хускатрĕç. Первомайскинче, çавăн пекех Козловка-Пăлакассинчен Кивĕ Ахпỹрте вĕренме каякан шкул ачисем валли тротуар хăçан пулассипе те кăсăкланчĕç. Аслă Арапуçĕнче объектăн проект ĕçĕсем вĕçленнĕ, ăна тума кăçал пуçăнмалла та 2023 çулта вĕçлемелле. Козловка-Пăлакассинчен Кивĕ Ахпỹрте çити хывмалли çулăн проектне туса пĕтернĕ хыççăн çывăх çулсенчех программăна кĕртме йышăннă.

 "Тỹрĕ эфирпа" "Контактра" социаллă сетьри Рудольф Селивановăн официаллă страницинче тĕплĕн паллашма май пур.

О. ПАВЛОВА

Авангард



16 августа 2022
15:07
Поделиться