Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ирина Калентьевăна - медаль

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Физкультурник кунĕ çывхарнă май Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕпе, Пекинри çуллахи Олимп вăййисен пăхăр призерĕпе, икĕ хутчен тĕнче чемпионкипе Ирина Калентьевăпа (Ягуповăпа) тĕл пулчĕ.

 Рудольф Васильевич Ирина Николаевнăн çитĕнĕвĕсемпе кăсăклансах тăнине пĕлтерчĕ, район, республика, çĕршыв ятне çỹле çĕклессишĕн тăрăшнăшăн тав турĕ. Çавăн пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пултаруллă ентеше муниципалитет ертỹçи "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕпе чысларĕ.

Сăмах май, Нăрваш Шăхалĕнче çулленех (коронавирус сарăлнă вăхăтра çеç пулмарĕ) Ирина Калентьева ячĕпе маунтинбайкăн "кросс-кантри" дисциплинипе Пĕтĕм Раççейри ăмăрту ирттереççĕ. Унта Чăваш Енĕн, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Мероприятие кăçал та август вĕçĕнче йĕркелеме палăртнă.

Авангард



12 августа 2022
14:40
Поделиться