Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырма куллен вăй илет

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси еплерех пынипе паллашнă. Вăл "Красное Знамя" хуçалăхра (ỹкерчĕкре), "Исток" çĕр ĕç фирминче, Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче пулнă.

Ĕнерхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1278 гектар вырнă, 1198 гектар тĕшĕленĕ.

Вăтам тухăç пĕр гектартан 37 центнерпа танлашать. Выльăхсене хĕл каçарма утă 11150 тонна, сенаж 25707 тонна янтăланă.

 

 

Авангард



09 августа 2022
16:53
Поделиться