Хĕрарăм хĕвел те, уйăх та, çỹл тỹпери çăлтăр та...
Çемье çирĕп те тĕреклĕ, тирпейлĕ пуласси хĕрарăмран та чылай килет. Вăл кил-çурт илемĕ, пурнăçра хавхалану кỹрекенĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ырă тĕслĕхлĕ те хастар, кăтартуллă амăшĕсем сахал мар. Акă мĕн пĕлтерчĕ хаçат редакцине вĕсем пирки районти Хĕрарăмсен уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова:
- Хĕрарăм хĕвел те, уйăх та, çỹл тỹпери çăлтăр та теççĕ. Çакă тĕрĕсех. Пурнăç вĕсемсĕр илемлĕ мар. Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕ паянхи куна 200 ытла ача амăшне пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем хушшинче аслă ăрури çынсем те, çамрăксем те, нумай ачаллă амăшĕсем те пур. Пирĕн обществăлла организацинчех культура, вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн работникĕсем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем те пур. Хĕрарăмсен канашĕн тĕп тĕллевĕ - ача амăшĕсене пурнăçра хавхалантарса пырасси, çемье чысне, хисепне, пĕлтерĕшне ỹстересси, культурăна, çемьери ырă йăла-йĕркене тăсса пырасси, çитĕнекен ăрăва пурнăçра аталанма тĕрĕс çул-йĕр кăтартасси тата ытти те. Хĕрарăмсен районти çак юхăмĕ паян çемьене малалла аталантарас, вĕсемпе тимлемелли социаллă проектсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе те сахал мар ĕçлесе пырать.
Акă, иккĕмĕш çул ĕнтĕ пирĕн районти централизациленĕ библиотекăра çамрăк мăшăрсен "СЕМЬЯ" клубĕ ĕçлет. Унта нумай ачаллă çемьесем çỹреççĕ, пысăк хастарлăх кăтартаççĕ: Абужаровсем, Ивановсем, Пузырьниковсем, Емиливсем, Ишмуратовсем тата ыттисем те.
Виçĕ çул каялла районти тĕп вулавăшрах Хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе "БиблиоАННЕ" проекта йĕркелесе ятăмăр. Ăна Ольга Моисеева библиограф йĕркелесе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ - амăшĕсене пурнăçри йывăрлăхсенче пулăшасси, çемьери ырă йăла-йĕркепе ыттисене паллаштарасси. Проекта каллех нумай ачаллă çамрăк амăшĕсем хастар хутшăнни кăмăллă. Çакнашкал мероприятисем пултаруллă та творчествăлла çемьесене палăртма та пулăшаççĕ.
Çемье пĕлтерĕшне мала хурса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ача амăшĕсем республика шайĕнчи конкурссенче, фестивальсенче те палăраççĕ. Сăкăтри культура çурчĕн заведующийĕ, районти Хĕрарăмсен канашĕн членĕ, нумай ача амăшĕ Вероника Кузнецова иртнĕ çул "Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма" республика конкурсне хутшăнса çĕнтерчĕ. Çамрăк çемьесен клубĕн республикăри фестивалĕнче Пузырьниковсемпе Петровсен çемйисем пултарулăхпа палăрчĕç.
Нумай пулмасть Чăваш Республикинче йĕркеленĕ "Эпĕ - хĕрарăм" ("Я - женщина") республикăри конкурса хутшăнса та Л. Думилина, А. Петрова, Н. Смирнова, Э. Валеева, Ф. Хафизова Патăрьел район чысне хỹтĕлерĕç, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене савăнтарчĕç.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче районти тĕп вулавăш умĕнче йĕркеленĕ уявра çак хастарсене сертификатпа чысларăмăр. Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Фирия Хафизова врач-гинеколог, врач-кавитолог, районти Хĕрарăмсен канашĕн членĕ вара çак тупăшура иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Ăна Чăваш Республикин кунĕнчи уявра саламларĕç. Çемье - патшалăх тĕрекĕ, унăн никĕсĕ, пурнăç сăпки. Шăпах çемье çынна килĕшỹллĕ пурăнма т
А. НИКОЛАЕВА
Авангард