Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - сывлăх сыхлавĕн министрĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май Патăрьел районĕн пуçлăхĕпе, район тĕп больницин тĕп тухтăрĕпе Николай Тинюковпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - финанс пайĕн начальникĕпе Светлана Черновăпа тĕл пулнă, Сăкăтри врач амбулаторийĕнчи строительство ĕçĕсемпе паллашнă.

"Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилес" регионти программăпа килĕшỹллĕн çĕкленекен объекта хăпартма 23 миллион тенке яхăн уйăрнă. Строительство ĕçĕсене "Спецстройкомфорт" тулли мар яваплă пĕрлешỹ (ертỹçи В. Алимов) ĕçченĕсем пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче пикеннĕ. Паянхи куна кунта 95 процент ĕçсене пурнăçланă. Сентябрьте амбулатори пациентсене йышăнма хатĕр пулĕ.

А. ИВАНОВ

Авангард



05 августа 2022
10:32
2022 год
Поделиться