Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăюллисем, тĕреклисем - "кăвак беретлисем"

 Сывлăш-десант çарĕсен ветеранĕсем Патăрьелĕнчи "Пирĕнсĕр никам та" палăк умĕнче хăйсен уявне -Десантниксен кунне - паллă тунă. Çав ятпа пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов саламланă.

 Çавăн пекех офицерсен канашĕн районти уйрăмĕн, ытти çар пĕрлешĕвĕсен представителĕсем те ăшă сăмахсемпе савăнтарнă.

А. ИЛЬИН

Авангард



05 августа 2022
10:36
Поделиться