"Атăл" 300е яхăн çынна пĕрлештерĕ

Чăваш Енре йĕркеленнĕ "Атăл" çыхăну батальонне 138 çын çырăннă. Хальлĕхе контракта 98 çын алă пуснă. Тепĕр 40 яхăн заявление çывăх вăхăтра пăхса тухмалла. Çыхăну батальонне 18 çултан пуçласа 50 çула çитнĕ арçынсене илеççĕ. Вĕсен сывлăхĕ аван пулмалла тата судпа айăплă пулмалла мар. "Атăл" 300 яхăн çынна пĕрлештерĕ. Контракт çырнă хыççăн çар тивĕçне пурнăçлакансем пĕр хутчен паракан 200 пин тенке тивĕçĕç. Укçа икĕ пайпа куçĕ: малтанах 50 пин тенкĕ, виçĕ уйăх иртсен150 пин тенкĕ парĕç.

 

Авангард



05 августа 2022
10:37
Поделиться