Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика чысне хỹтĕлесе

ОМСК облаçĕнчи Ростовка поселокĕнче Пĕтĕм Раççейри ХIII çуллахи ялти спорт вăййисем иртнĕ. Ăна "Спорт - пурнăç норми" федераллă проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Программăна армрестлинга, кире пуканĕ йăтассине, чушкăлла, сĕтел çинче теннисла, волейболла, лапталла выляссине, çăмăл атлетикăна, вĕрен туртассине, полиатлона, самбона, çемьесемпе, дояркăсем, утă çулакансем, механизаторсем ăмăртассине кĕртнĕ.

Ăмăртусене Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди те хутшăннă. Вăл йыша пирĕн район спорт- сменĕсем те кĕнĕ. Чăваш Ен команди 450 пин çын пурăнакан субъектсем хушшинче пĕрремĕш, пĕтĕмĕшле вара улттăмĕш вырăна тухнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Валентина Петрова алă вăй виçессипе иккĕмĕш, Гелюся Камалетдинова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Авангард



02 августа 2022
10:27
Хроника мероприятий
Поделиться