Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе

 СИСМЕРĔМĔР те çуллан юлашки уйăхне кĕтĕмĕр. Ачасемшĕн те каникулăн шутлă кунĕсем юлаççĕ. Мĕнле кĕтсе илме хатĕрленеççĕ-ха вĕренỹ çурчĕсем ачасене? Çак тĕллевпе ятарлă комисси вырăнсенче пулчĕ. 4 шкулта "Ỹсĕм вырăнĕ" центрсем уçма хатĕрленеççĕ. Вĕсенче халĕ кабинетсене юсас ĕçсем пыраççĕ. Юлнă юсав ĕçĕсем ытти шкулсенче те пурах-ха. Чылайăшĕнче кабинетсене сăрланă, тирпейленĕ, çĕнĕ сăн кĕртнĕ, стендсене улăштарнă.

Кăçал тепĕр çĕнĕлĕхе те асăрхама май килчĕ. Шкул лаптăкĕсенче чечек клумбисене пăхса тăнисĕр пуçне пахча-çимĕç çитĕнтересси çине те тимлĕх уйăрнă.

Паллах, пур çĕрте те паян-ыран ачасене шкула кĕтсе илме хатĕр теме çук. Комисси палăртса хăварнă çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерме пулчĕç педагогика коллективĕсем.

Авангард



02 августа 2022
10:27
Хроника
Поделиться