Çарти туслăх манăçмасть

Раççей Тинĕс-çар флочĕн кунне асра юлмалла палăртнă салтак-ветерансем. Малтанах вĕсем çветуй Троица ячĕллĕ Туçари чиркỹре уяв службинче пулнă. Унта Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор та çитнĕ. Вăл тĕн чинне йышăниччен чылай çул çар карапĕ çинче врач пулнă.

Уявăн тĕп пайĕ Патăрьелĕнчи Арбатри тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсене асăнса лартнă палăк умĕнче иртнĕ. Унтан мероприятие хутшăнакансем "Паттăр" стадиона куçнă. Регионти "Морское братство-союз моряков" обществăлла организацийĕн канашĕн уйрăмĕн хастарĕсене медальсемпе чысланă. Кăçал ветерансем курăмлă ĕçсем тунă. Районта пурăнакан тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен ячĕсемпе "Турă тата Андреев ялавĕ пирĕнпе" ("С нами Бог и Андреевский флаг") энциклопедин пĕрремĕш томне пичетлесе кăларнă.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, республикăри çар комиссариачĕн çарпа патриотла ĕç тата ветерансемпе ĕçлекен уйрăм начальникĕ Вячеслав Илюткин, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, регионти "Морское братство-союз моряков" обществăлла организацийĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Анатолий Казенов тата ытти хăнасем хутшăннă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кадет класĕн воспитанникĕсем уява илем кỹнĕ.

Официаллă пай хыççăн тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртнă. "Çар службине тинĕспе çыхăнтарнă юлташсемпе курнăçни хаваслантарчĕ, хавхалану ỹсрĕ",- палăртнă флот ветеранĕ, 85 çулхи Иван Самакин.

Сăмах май каласан, Иван Александрович уявра район администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВА

 

Авангард



02 августа 2022
10:31
Поделиться