Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр шухăшлăх чыса тивĕçтернĕ

Тутарстан Республикинчи Спасски районĕнчи Пăлхар хулинче "Аулак ой-баттл" проектăн финалти турĕ иртнĕ. Ăна Тĕнчери тутарсен конгресĕ, республикăри культура, вĕрентỹпе наука министерствисен, Писательсен канашĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Мероприятие халăх искусствипе культура еткерлĕхĕн çулталăкне халалланă.

Проектăн тĕллевĕ - ỹссе çитĕнекен ăрăва тутар халăхĕн йăли-йĕркипе, вăййисемпе паллаштарасси, тĕрлĕ ăрури писательсемпе çывăхлатса ачасен çак енлĕ пултарулăхне палăртса вĕсене ĕçлеме май паракан условисем туса парасси.

 Фестивале пирĕн районтан та хутшăннă. Культура тата вĕрентỹ сферинчи Сириня Гинатуллина, Дания Салахова, Сания Ишмуратова, Зекия Мтеева, Гелнара Масяева, Рузалия Якупова, Миндания Якушева, Гузелия Шрша явăçнă.

Патăрьелсем республика, район чысне хỹтĕлесе фестивалĕн Гран-прине çĕнсе илнĕ. "Ăсталăх ушкăнĕ регионсен шайĕнчи çакнашкал сумлă конкурсра çĕнтерме пултарни - тепĕр хут пĕр пирĕн çынсем кăмăллă, туслă, килĕшỹре, йĕркеллĕ пурăннине çирĕплетрĕ",- тет Хирти Пикшикри тутар халăх театрĕн режиссерĕ Дания Салахова.

Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.

А. ИВАНОВА

Авангард



29 июля 2022
09:31
Хроника
Поделиться