Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малти вырăнсене вĕçертмерĕç

"Паттăр" ФСКара Тĕнчери шахмат кунне халалланă фестиваль иртнĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи, Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи, Ульяновск хулинчи шахмат ăстисем хутшăннă. Тупăшăва ачасем те явăçнă.

Аслисенчен пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи Николай Гранатский, иккĕмĕшне Туçари Александр Фролов, виççĕмĕшне Ульяновскинчи Владлен Чернов тухнă.

Çамрăксенчен пĕрремĕш вырăна хĕрачасенчен Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти Маргарита Матвеева, арçын ачасенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Максум Калмыков, иккĕмĕшне Хирти Пикшикри вăтам шкулти Аделия Шигабутдиновăпа Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Нил Гайнуллин, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Ольга Кирилловăпа Артем Васильев йышăннă.

 Сăмах май каласан, районти шахмат федерацине спорт тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Рифкать Сафиуллов ăнăçлă ертсе пырать.

А. ИВАНОВА



29 июля 2022
09:36
Хроника мероприятий
Поделиться