Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп тĕллев - преступленисен шутне чакарасси

 Çак кунсенче РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнче 2022 çулхи пĕрремĕш çур çулхи оперативлă службăн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕмĕр.

Район полицийĕн тĕп тĕллевĕ - преступлени тăвакансен йышне чакарасси, халăха тăнăçлăхпа тивĕçтересси. Кăçалхи ултă уйăхра икĕ районпа (Патăрьел тата Шăмăршă) 175 преступление (6,7 процент ỹснĕ) шута илнĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ (30,9 процент) ют пурлăха çаратассипе çыхăннă. Ыттисем - ултавпа (13,1 процент), экономикăпа çыхăннă (9,1 процент), вĕлерессипе хăратни (8,6 процент), пĕр çын теприне хĕнени (6,9 процент).

Çак тапхăрта уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ 133, вăтам преступленисем 29,6 процент, йывăр преступленисем 16 процент ỹснĕ. Йывăр мар преступленисем 4,6 процент чакнă. Уйрăмах йывăр преступленипе çыхăннă ĕçсене пурне те уçса панă.

Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан обществăлла вырăнта тăвакан преступленисем 31,4, урамра пулнисем 13,8 процент ỹснĕ.

 Маларах суд сакки çине ларнă çынсем 80 преступлени тунă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 8,1 процент ытларах. Ĕçлемен граждансем, ỹсĕрле хура ĕç тăвакансем те йышланнă.

Районти шалти ĕçсен службинче çул çитмен ачасем преступлени тунă тĕслĕхсем те пур. Кăçал ултă ачана шута илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтра тăваттă пулнă.

Экономика преступленийĕпе çыхăннă 16 тĕслĕхе (иртнĕ çул 8 пулнă) шута илнĕ. Шалти ĕçсен сотрудникĕсем экономика преступленийĕпе çыхăннă йывăр тата уйрăмах йывăр ĕçсене тупнă, пĕр факчĕ пысăк тата уйрăмах пысăк укçа-тенкĕ калăпăшĕпе çыхăннă.

Кăçалхи çур çулта çул çинче 16 аварие шута илнĕ. Вĕсенче виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 19-шĕ аманнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан аварисен шучĕ 23,1 процент ỹснĕ. Çул-йĕр инкекĕнче вилекенсем пĕлтĕрхи пекех виççĕн пулнă, аманакансем вара 35 процент ытларах.

М. ЯКОВЛЕВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ

Авангард



26 июля 2022
14:06
2022 год
Поделиться