Соцконтракт аталанма шанăç кÿнĕ

 Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчи Геннадий Ягупов хăйĕн ĕçне кил хуçалăхĕнче аталантарма кăçалхи ака уйăхĕнче патшалăхран 100 пин тенке тивĕçнĕ. Çав укçапа епле усă курнă вăл.

- Ăна районăн социаллă хутлĕх пайĕпе контракт çирĕплетнĕ, хамăн бизнес планĕпе комиссие паллаштарнă хыççăн куçарса пачĕç. Унпа çĕр улми лартмалли, кăлармалли, курăк çулмалли агрегатсем туянтăмăр. Вĕсене пĕчĕк «МТ-110» трактортан кăкарса ĕçлетĕп. Иккĕшĕпе усă куртăмăр ĕнтĕ. Люцерна çултăм, тавăрса типĕтрĕм – лайăх утă пулчĕ. Ăна пресс-подборщикпа хамăр ял çынни тĕркемлесе пачĕ. Хиртен киле турттарма пирĕн тележка çук-ха. Лавккара сутаканни çирĕп мар тенĕрен хамăр тăватпăр. Тĕркемсене çын тележкипе турттарса килтĕмĕр. Пурăна киле пресс-подборщик туянас шухăш пур. Соцконтракт аталанма шанăç кучĕ.

- Тракторпа тата мĕн тăватăр?

- Сухаласа тăпрана кăпкалататăп, çĕр улми лартатăп, кăларатăп, кăшман, кишĕр акатăп, ана çине тислĕк кăларатăп, ытти ĕçе пурнăçлатăп. Кăçалтан вăл хушăнатех, тынаран ĕне тăватпăр. Качака, кăвакал, индокăвакал, чăх усратпăр.

- Эсир çемьере миçен?

- Эпĕ, мăшăр, икĕ ачаĕ Асли кăçал шкул пĕтерчĕ, кĕçĕнни тăхăр çулта кăна-ха. Арăмпа иксĕмĕре кил хуçалăхĕнче пулăшаççĕ. АПК предприятийĕсенче ĕç çитместĕ Çавăнпа мăшăр та ĕç вырăнĕсĕр. Кил хуçалăхĕнчи пĕтĕм ĕçе вăл тăвать, çав шутра çемье валли пахча çимĕç туса илет. Хам, çартан таврăнсан ял тăрăхĕнче водительте, каярахпа фабрикăра ĕçленĕскер, халĕ – строитель. Çапах çемьери кашни çынна тупăш чи пĕчĕк ĕç укçи чухлĕ лекмест тесе пулăшма йышăнчĕç. Тулев укçине çемье туса илнĕ усламран патшалăха тавăрттармаççĕ, агрегатсемпе усă курса тунă продукцирен налук тытмаçç.ĕ Вĕсене туяннине социаллă хутлĕх пайĕнче лавккара çырса панă документпа çирĕплетрĕмĕр.

Геннадий Ягупов - маунтинбайк енĕпе ăмăртса 2008 çулта Пекинри Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ Ирина Калентьевăн шăллĕ. Вĕсен ашшĕ те Николай Ягупов, чылай çынна пушарта вилĕмрен çăлнăскер, Акатуйра çара уран чупсах малти вырăнсене йышăннă. Геннадий те физкультурăпа туслă. Апла тăк Ягуповсем - çирĕп йăхран.

 

Хыпар



26 июля 2022
10:02
2022 год
Поделиться