Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пуçлăхĕн парни пил сăмахĕ евĕрех

 Республика кунĕнче - июнĕн 24-мĕшĕнче - Турханта пурăнакан Алена Ивановнăпа Алексей Владимирович Осиповсен пĕрремĕш ачи çуралнă. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мăшăра парне кỹме йышăннă.

Ашшĕпе амăшне çав ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова саламланă, çирĕп сывлăх, çемьере телей, ăнăçусем суннă, парнесене çитернĕ.

 Акци Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе, "Пĕрле" ыр кăмăллăх фончĕн пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрсе пырать.

А. ИВАНОВА

Аванагрд



26 июля 2022
10:23
Поделиться