Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сыхлăх яланах кирлĕ

Вутпа шыв икĕ тĕрлĕ ырă, çав вăхăтрах икĕ тĕрлĕ усал тенĕ ваттисем. Çавăнпа та вутран шыв пек, шывран вут пек хăрама хушнă. Çу кунĕсем малалла тăсăлнă май пирĕн районта та, уйрăмах пушар тухас хăрушсăрлăх пысăк тапхăрта, вут-кăварпа çыхăннă инкексем пушшех сехĕрлентереççĕ. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мĕнлерех лару-тăру, район çыннисен мĕнлерех ыйтусене ытларах тимлĕх уйăрмалла? Çак тата ытти ыйтусемпе кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ районти пушар надзорĕн начальникĕпе Андрей Валентинович Тукмаковпа (ỹкерчĕкре) тĕл пулнă.

- Андрей Валентинович, калаçăва район территорийĕнче кăçалхи çур çулта шута илнĕ пушарсенчен пуçлас килет. Пĕтĕмлетсе ăна эсир мĕнле хак панă пулăттăр?

 - 2022 çулхи çур çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 31 пушара шута илнĕ, инкекре вилнĕ тĕслĕх пулман. Иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен пушарсем виçĕ тĕслĕх ытларах. Тỹрех сăлтавĕсене те палăртса хăварасшăн. Вĕсен пысăк пайĕ (14 тĕслĕх) электричество оборудованийĕпе усă курнă чухне йĕркене пăхăнманни. Сăмах май каласан, çулсеренех инкексен 35-40 проценчĕ шăпах çак сăлтавпа сиксе тухать. Çынсем мунча хутнă чухне е вут-кăварпа асăрханусăр пулнăран та час-часах шар кураççĕ. Кăçалхи çур çулта çакнашкал çичшер тĕслĕхе шута илнĕ. Шел пулин те кашни çулах шăпăрлансем ашкăннипе çемьере кĕтмен инкек сиксе тухни те тĕл пулать. Çул çитмен ачасене кирек мĕнле пулсан та килте хăйсем тĕллĕн çеç шанса хăвармалла мар. Вĕсене вут-кăвар синкерлĕхĕ, хăрушлăхĕ пирки те ăнлантармалла. Çулталăк пуçланнăранпа ачасен тимсĕрлĕхĕпе районта пĕр пушар пулнă. Юлашки çулсенче тата автомашинăсен шалти тытăмне, механизмне тĕплĕн пăхса тăманнипе те çухатусем пулкалаççĕ, "хурçă утсене" вут хыпса юрăхсăра тухаççĕ. Çавăнпа та çула тухакан кирек мĕнле техника та яланах шанчăклă пулмалла.

Çуллахи тапхăрта аçа çапнипе те вут-çулăм алхасса çынсене сăтăр тăвать. Нумай пулмасть Кĕçĕн Арапуçĕнче çакнашкал тĕслĕх пулчĕ.

- Пушарсенчен ытларах пайĕ электричествăпа çыхăннă терĕр. Çапах та районта вĕсен шутне чакарма пулать-и? Эсир мĕнле шутлатăр?

 - Паллах, пулать. Вăл йăлтах хамăртан килет. Чăн малтанах кашни çемьен кил-тĕрешре çыхăнтарнă электропроводкăсене лайăх пăхса тăмалла. Вĕсене 10-15 çултан улăштармалла, çĕнетмелле. Пахалăхлă тавар туянмалла. Йỹннине илсе йỹнеçтерни кайран ỹкĕнĕçлĕ сиксе тухма пултарать. Электричествăпа çыхăннă ĕçсене ятарлă специалиста çеç шанса памалла. Çак тĕп йĕркесене пăхăнни çынсене инкек-синкекрен сирме, пушарсене чакарма та пулăшĕ.

 - Андрей Валентинович, кăçал сирĕн патăрта шута илнĕ вут-çулăм пăтăрмахĕсем тĕрлĕрен пулнине каларăр. Çапах та хăйсен айăпĕпе, тĕрĕс мар васкавлă йышăну туса шар курнă, сывлăхне сиенленĕ тĕслĕхсем пирки те асăнса хăварăр-ха. Çав йăнăшсене ыттисем ан туччăр.

 - Йывăрлăха лекнĕ çын чылай чухне çухалса каять. Март уйăхĕнче Сăкăтра çул çитмен ача лаçра выльăх апачĕ пĕçерме пикеннĕ чухне чутах çунса кайман. Çакскер аслисенчен курса кăмакине бензин сапса тивертсе яма пикеннĕ. Чĕркуçленсе ларнăскере çулăм ярса илнĕ... Тавах, сипленсе тухнă хыççăн ача хăйне чиперех туять. Çуркуннех Патăрьелĕнче пĕр арçын кĕске замыкание пула суран илчĕ.

- Инкек куçа курăнса та, туттурут кăшкăртса та килмест. Пушар та çавах. Иртнĕ çул районта нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесенче çакнашкал инкек-синкеке сирес тĕллевпе "пушар хыпарлавĕсене" вырнаçтарчĕç. Унăн пĕлтерĕшĕ, усси пирки кăштах ăнлантарса парăр-ха.

- Район администрацийĕн çул çитмен ачасен комиссийĕн пĕр ларăвĕнче отчет тунă тапхăрта республикăра çакнашкал хатĕрсемпе усă курни пирки тĕслĕхсем илсе кăтартрăм, çак ыйтăва пирĕн тăрăхра та пурнăçа кĕртме май пуррине каларăм. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сĕнĕве тỹрех шута илчĕ. Паянхи куна ял тăрăхĕсенчи 60 çемьере çакнашкал хыпарлавсем, пушар тухсан систерекен датчиксем вырнаçтарнă. Вĕсем мĕнле ĕçленине эпир вырăнсене тухса тĕрĕслесех тăратпăр, батарейкисене улăштаратпăр. Çак ыйтупа малашне те тимлесшĕн.

 - Пушарниксен ĕçĕ яваплă та, теветкеллĕ те. Çыннăн пурнăçне, пурлăхне çăлса хăварас тесе шутлă саманта çухатмасăр пĕлсе те тухăçлă ĕçлеме, пушарпа куçа-куçăн кĕрешме тивет. Районти пушар чаçĕнче тăрăшакансем çапла тăваççĕ те. Унсăр пуçне пушарăн сăлтавне тĕрĕс пайăрлатни те пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра инкекĕн "диагнозне" эсир куçпа курса çеç хаклатăр-и?

- Çук, пирĕн ĕçре куçса çỹрекен лаборатори пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Антрацит" текен чăматанри ĕç хатĕрĕсем пушарпа çыхăннă тĕпчевсене ирттерме, анализсем илме, мĕн пур кирлĕ ĕçе тума пулăшаççĕ.Çак лабораторипе эпир 2014 çултанпа ĕçлетпĕр. А. Симуков аслă инспекторпа Д. Платонов дознаватель, çав вăхăтрах хам та кирек хăш вăхăтра та инкек пулнă вырăна çак чăматанпа васкатпăр.

- Андрей Валентинович, хальхи вăхăтра сирĕн службăшăн пушшех те яваплă вăхăт. Республикăра июнĕн 8-мĕшĕнчен пушар хăрушсăрлăхне уйрăмах пăхăнса пурăнмалли тапхăр пуçланнă хыççăн йĕрке тата çивĕчленчĕ. Уйрăмах вăл хуралтă, çурт, вăрман çумĕнче типĕ курăка, хыт-хурана çунтаракансене пырса тивет. Кун пирки вулаканăмăрсене тепĕр хут асăрхаттарса мĕн каланă пулăттăр?

- Урамра çỹп-çапа, ăпăр-тапăра çунтарни çут çанталăка, сывлăша вараланипе çеç мар, вăл вут-çулăм алхасса инкек кăтартас хăрушлăхпа та çыхăннă. Çавăнпа йĕркене пăсакансенчен саккун та çирĕп ыйтать. Хăрушлăх пысăк вăхăтра йĕркене пăхăнманнисене айăпламалли штраф та пысăкланчĕ: граждансене -10 - 20 пин, должноçри çынсене - 30 - 60, предпринимательсене - 60 - 80, юридика пĕлтерĕшлисене 400 - 800 пин тенкĕ таран. Усал утăма тăвиччен пурин те шутласа пăхма сăлтавĕ пысăк.

-Тавах сире калаçушăн. Çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунатăп.

А. ЕГОРОВА калаçнă

 

Авангард



22 июля 2022
11:49
2022 год
Поделиться