Шухăлăх инкекпе те вĕçленме пултарать...
РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухнă ыйтусенчен ытларах пайĕ ашшĕ-амăшĕ пепкисене воспитани парас ĕçе кирлĕ пек тимлĕх уйăрманнипе çыхăннă. Çавна май РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн тĕрлĕрен статйипе айăплама, штраф пама тиврĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Çуллахи каникул тапхăрĕ малалла тăсăлнă май ачасем урамра хăйсене ирĕккĕн тытма, аслисен сăмахĕнчен пăрăнма, хăйсен шухăлăхне кăтартма тăрăшни те сисĕнет.
Çавна май вĕсем çул çитменнине, техника рулĕ умне ларма ирĕк çуккине пăхмасăрах мотоциклпа та, автомашинăпа та ярăнаççĕ. Нумай пулмасть çул-йĕр инспекторĕсем Сăкăтра çакнашкал пуçтахсене тытса чарнă. 16 çулхи арçын ача вăрттăн-хĕрттĕн ашшĕн автомашинине хускатнă та юлташĕсемпе (пиллĕкĕшĕ те çул çитмен ачасем) шыва кĕме кайма тухнă. Юрать-ха йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен аллине çакланнă. Унсăрăн аслă çул çинче тем те курса тăрăн...
Авангард