Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ревакцинаци тутарма ан манăр

Районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова паянхи кун сиплев учрежденийĕнче 14 çын коронавирусран медицина пулăшăвĕ илнине палăртрĕ. Чир ан çулăхтăр тесен вăхăтран вăхăта вакцина яртармаллине аса илтерчĕ. Прививка тутармашкăн района 150 доза вакцина илсе килнине пĕлтерчĕ. Кăмăл пуррисем "122" номерпе çыхăнма пултараççĕ. Поликлиника регистратуринче те вĕсен ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Участоксенчи, врач амбулаторийĕсенчи терапевтсем патне кайсан та кăмăлтан йышăнаççĕ. Е патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă харкам-хăй кабинетне кĕме май тупмалла çеç.

 Пурин те асра тытмалла: коронавирусран прививка тутарни иммунитета ỹстеретех. Çакă хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхне упрама май парать.

Унччен кунне республикăра 20-25 çын кăшăлвируспа чирленине тупса палăртнă пулсан, халĕ çак цифра 65-66 çынпа танлашать-мĕн.

 Коронавируспа çыхăннă лару-тăру, лăпланнă пек пулнăскер, каллех çивĕчленес хăрушлăх пур. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура çак ыйтăва çĕкленĕ май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сыхлăх мерисене çирĕплетмелли çинчен асăрхаттарнă.

Чирлекенсен йышĕ тăруках нумайланнине кура Мускав влаçĕсем, авă, тĕп хулара маска режимне тавăрма сĕннĕ те ĕнтĕ. Чăваш Енре те сисчĕвленме сăлтав пур. Олег Николаев общество апатланăвĕн, суту-илỹ предприятийĕсем, халăх йышлă пулакан ытти вырăн тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнă, дезинфекципе, санитарипе çыхăннă требованисене никам та пăрахăçламан, профилактика ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелемелле.

Çынсем маска тăхăнса çỹресси - хальлĕхе вĕсен ĕçĕ, анчах юлашки çулсенче практика çирĕплетрĕ ĕнтĕ: маска - чир сарăласран сыхланмалли лайăх мел, çавăнпа Олег Алексеевич суту-илỹ вырăнĕсенче унпа усă курма чĕнсе каланă. Апла пулсан сыхлăх тĕлĕшпе халех тимлĕ пулни кайран лару-тăру йывăрланасран упранма пулăшĕ.

А. КАПИТОНОВА

Авангард



22 июля 2022
11:47
Публикации
Поделиться