Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пултăрана ашкăрма парар мар!

 Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Сосновский пултăран лаптăкĕсем 840 гектара яхăн сарăлнă. Усалăн ури саккăр теççĕ. Çын сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан çум курăк çултан çул сарăлсах пырать. Вĕсене паян çырма-çатрара, çул айккисенче те курма пулать.

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх пултăран юлашки çулсенче ял тăрăхĕсен- че пурăнман, мĕнле те пулин сăлтавпа хăйсен çĕрĕнче акса-лартман лаптăксене куçать. Усал çум курăк сарăлсах пыни ял хуçалăх предприятийĕсене те, фермер хуçалăхĕсене те, çав вăхăтрах уйрăм çынсене те сехĕрлентерет.

Район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалист-эксперчĕ Светлана Моисеева хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх пирĕн районти вунпĕр ял тăрăхĕнче сиенлĕ ỹсен-тăрана тупса палăртнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ те сахалах мар, 30 гектара яхăнах.

Унпа кĕрешмелли чи ансат меслет - ỹсен-тăрана чечеке лариччен çулса пăрахмалла. Çĕнĕ Ахпỹрт, Первомайски, Пикшик, Турхан, Çĕньял ял тăрăхĕсенче пултăрана С. Тимофеев подрядчик икĕ хутчен çулнă. Алманчă, Кзыл-Чишма, Туçа, Тăрăн ял тăрăхĕсенче те çакнашкал меслетпех çак ĕçе çывăх вăхăтрах пурнăçламалла. Унсăрăн çитес çул усал курăк тата ытларах лаптăк сарăлма пултарать.

Асăрханăр! Хулăн туналлă çак ỹсен-тăран çулçисемпе çимĕçĕсем ỹте тăруках пĕçертсе, çунтарса илме пултаракан эфир маслипе пуян. Куçа лексен вара суккăр та юлма пулать.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



22 июля 2022
11:48
2022 год
Поделиться