Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Тутар Тимешĕ ялĕнче пурăнакан Афярин Салеев 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Вăл нумай ачаллă çемьере çуралса уснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне шкулта вĕреннĕ. Хăй аса илнĕ тăрăх, тумтир те, кĕнеке те, апат-çимĕç те çителĕклĕ пулман. Анчах унăн вĕренес килнĕ. Ашшĕ вăрçăра пуç хунă.. Вунă çулти арçын ача колхоз уйĕнче ырми-канми ĕçленĕ, хиртен аппăшĕпе пĕрле тырă турттарнă. Йывăр пулсан та чăтнă, вĕренме пăрахман, 6 класс пĕтерейнĕ. 1951 çулта ăна салтака илнĕ. Таврăнсан тăван колхозра трактористра вăй хунă. Унăн ĕç стажĕ - 55 çул. Мăшăрĕпе пĕрле вĕсем пилĕк ача пăхса устерсе 64 çула хыçа хăварнă. Сумлă юбилейпе тыл ĕçченне Тури Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Алена Мальцева саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн, Патăрьел райадминистрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламлă çырăвĕсене панă. Район юбилейне халалланă медальпе чысланă.

Хыпар



22 июля 2022
14:36
2022 год
Поделиться