Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тав çырăвĕпе пĕрлех - юбилей медалĕ

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче кашни уйăхрах тыл хастарĕсене, хисеплĕ ĕç ветеранĕсене юбилей ячĕпе сумлă лару-тăрура чысласси ырă йăлара. 90 çулхи е тата пысăкрах менельникĕсене паллă тăвакан ветерансене çĕршывăмăра, района вăрçă хыççăнхи йывăр лару-тăрура ура çине тăратма пулăшнăшăн Раççей Президенчĕ Владимир Путинăн ятран çырнă Тав çырăвне, район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам сăмахне çитереççĕ. Ватăсем çак хисепе пурте кăмăлтан йышăнаççĕ. Унсăр пуçне вăхăтĕнче пысăк хастарлăхпа тăрăшнă ентешĕмĕрсем тепĕр хисеплĕ наградăна - Патăрьел районĕ 95 çул тултарнă ятпа кăларнă медале те тивĕçеççĕ. Çак кунсенче çеç хисеплĕ наградăна Пăлапуç Пашьелĕнчи Паулина Ивановна Куртмина, Тутар Тимешĕнчи Афярин Миневалеевич Салеев ĕç ветеранĕсене çитернĕ. Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Никитинпа Хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи, ялти культура çурчĕн директорĕ Надежда Гордеева, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Алена Мальцева тыл хастарĕсене 90 çулхи юбилейпе саламланă, ырми-канми ĕçшĕн тав тунă.

 

Авангард



19 июля 2022
10:46
2022 год
Поделиться