Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Куравран – хавхаланупа

 Июлĕн 13-14-мĕшĕсенче Çĕрпỹ районĕнчи Михайловка ялĕпе юнашар вырнаçнă Чăваш ял хуçалăх наука тĕпчев институчĕн сăнав лаптăкĕнче "Уй кунĕ-2022" курав-демонстраци иртнĕ. Чăваш Республикинче çакнашкал пĕлтерĕшлĕ мероприятие 2006 çултанпа йĕркелеççĕ. Кăçал та кунта çĕршывăн 18 регионĕнчен 66 компани хутшăннă, вăл тухăçлă иртнĕ. Куравра ял хуçалăх техникипе, оборудованисемпе, вăрлăх, удобрени, ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хатĕрсене туса кăларакансен ĕç опычĕпе, малта пыракан инновациллĕ технологисен презентацийĕсемпе тата ыттипе те паллашма, курав лапамĕнче вĕсен çитĕнĕвне хак пама пулнă.

"Уй кунĕ-2022" курава Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе Юхмапа Пăла тăрăхĕн делегацийĕ те хутшăннă: ĕç программипе килĕшỹллĕн çавра сĕтелсене явăçнă, выставкăпа, сăнав делянкисемпе паллашнă тата ытти те.

- Уй-хир кунĕ çултан-çул анлăрах та кăсăклăрах иртет. Кунта ял хуçалăх культурине çитĕнтермелли, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантармалли, тухăçлă сортпа, хальхи агоротехникăпа кирлĕ пек усă курмалли пирки вĕренмелли нумай пулчĕ. Çĕршыв шайĕнче йĕркеленĕ çак курав паянхи кун ял хуçалăхĕ хăш шайра аталанса пынине çеç мар, çĕр ĕçченне малашне мĕнле ырă улшăнусем кĕтнине те çирĕплетсе пачĕ. Çакă вăл аграрисен конкуренци пултарулăхне ỹстерме май паракан тухăçлă тата пĕлтерĕшлĕ лапам,- çапла палăртрĕ курава хак парса район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Мероприятире Чăваш Республикинче агропромышленность комплексне аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывакан хуçалăхсене те палăртса хăварнă. Патăрьел районĕнчи "Исток" çĕр ĕç фирми" пĕрлешỹ (ертỹçи Александр Илюткин) "Раççейри чи лайăх сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерекен" конкурс итогĕпе диплом илме тивĕçнĕ. Хуçалăх ку енĕпе çулсеренех ăнăçлă ĕçлесе пырать.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



19 июля 2022
10:43
Поделиться