Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хире тухма хатĕр-и, çĕр ĕçченĕ?

Ял хуçалăх организацийĕсенче, хресчен фермер хуçалăхĕсенче йĕтемсене, тырă управĕсене, аллакан, уй-хир пуянлăхне пухса çапакан машинăсене, виçе хуçалăхне, ытти техникăна вырмана мĕнле хатĕрленине тĕрĕслекен районти комисси ĕçе пикенчĕ. Вăл "Батыревский" хупă акционерсен пĕрлешĕвĕнче, "Корма" тата "Исток" çĕр ĕç фирмисенче, "Батыревский" улма-çырла питомникĕнче пулчĕ.

Хуçалăхсем çулран-çул машинăпа трактор паркĕсене çĕнетни, çĕнĕ тухăçа алла илме тăрăшса хатĕрленни савăнтарать.

Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, "Исток" çĕр ĕç фирмин директорĕн çумĕ Иван Соловьев акă мĕнле пĕтĕмлетỹ турĕ кун пирки: "20 çул каялла шăпах эпĕ районти япăх ĕçлесе пыракан хуçалăха килсе кĕнĕччĕ. Паян вара çавăн чухнехи техникăпа оборудованисене ниепле те танлаштарма май çук. Уй-хире хăватлă "хурçă утсем" тухаççĕ. Çакăнта патшалăхăн пысăк пулăшăвне палăртса хăварас килет. Тырпул çитĕнтерекен те çĕре кăмăлтан пăхать, ăна пахалăхлă хатĕрлет, яваплăха мала хурса вăй хурать. Хресчен çĕр çинче хăйне хуçа пек туять. Çакăнта ĕнтĕ ялăн, ял хуçалăх отраслĕн малашлăхĕ".

 А. ИВАНОВА

Авангард



19 июля 2022
10:43
2022 год
Поделиться