Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи лайăххисене, хăтлисене палăртĕç

Патăрьел районĕнче йывăç-тĕм, чечек-курăк лартса-акса çитĕнтерес, тавралăха симĕслетес, капăрлатас, хăтлăлатас тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартакансемпе паллаштарас тĕллевпе "Чи хăтлă ял", "Кăтартуллă урам", "Чи хăтлă организаци территорийĕ", "Чи лайăх хушма хуçалăх", "Пурте усă куракан чи хăтлă объект" номинацисемпе конкурс ирттерме палăртнă.

 Район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çак ĕç-пуçа йĕркелесе пыма комисси туса хунă. Унăн председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов.

Ял тăрăхĕсенче хатĕрленĕ конкурс материалĕсене районти конкурс комиссине тăратмалла. Тавралăха илемлетессипе, хăтлăлатассипе çыхăннă тупăшăва 2022 çулхи июлĕн 30-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ.

 (Хамăр корр.)

 

Авангард



19 июля 2022
10:44
2022 год
Поделиться