Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Янăрарĕ юрă-кĕвĕ, кулă çиçрĕ пит çинче

Питравра Упамсара тата Каншелĕнче пурăнакансем çулленех ял уявĕсене палăртаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов Упамсара пурăнакансене çак ятпа саламланă май кунти хастарсем район, ял пурнăçне çĕнетес ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнине палăртрĕç.

Район юбилейĕ çывхарса пынăран унăн социаллă-экономика аталанăвне, халăха кăмăл-сипет, воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹ-пе хывнăшăн Турхан ял тăрăхĕнче пурăнакан 6 хастара - Федор Алексеевич Белкова, Геннадий Викторович Кольцова, Александр Николаевич Сымова, Иван Васильевич Данилова, Николай Васильевич Родионова, Терентий Андреевич Давыдова - "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕпе чысларĕç.

 Çак хисепе Каншел ялĕнчи Вениамин Сергеевич Ергунов, Николай Егорович Хураськин, Мария Васильевна Никитина, Анатолий Александрович Андреев, Евдокия Константиновна Ермилова, Михаил Осипович Антонов та тивĕçрĕ. Вĕсене уявра çак ятпа район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ Николай Анисимов саламларĕ.

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем футболла, волейболла выляса, спортăн ытти енĕсемпе тупăшрĕç.

Упамсасем ỹнер ăсталăхĕпе йăлара кирлĕ япаласем тума пĕлнине те палăртса хăвармалла. Выставкăна тĕрленĕ, ỹкернĕ, çыхнă ĕçсем тăратни те кăмăллă.

Хăйсен каруселĕ те пур вĕсен.

А. ИВАНОВА

Хаклав

 Терентий ДАВЫДОВ, культура сферин ветеранĕ, Хурама-Твар ялĕнче пурăнакан:

 - Упамса ялĕнче Питрав кунне çулленех анлăн паллă тăваççĕ. Унта халăх йышлă пухăнать. Тăван ялтан аякра пурăнакансем килни те кăмăллă. "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕпе чыслани маншăн чи сумлă наградăран пĕри. 42 çул ялти клубра ĕçлерĕм. Яланах халăх хушшинче пултăм. Ĕçе юратнă, юрататăп та. Мана çакнашкал хисеп туни питĕ савăнтарать...

Авангард



15 июля 2022
15:38
Хроника
Поделиться