Суйлав ыйтăвĕсем тавра

Районти Общество канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна унăн председателĕ Анатолий Самакин ертсе пынă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту 2022 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет пĕрлĕхĕнче иртекен суйлавра сасăлава сăнаса тăма обществăлла штаб туса хурасси пулнă. Кунтах Чăваш Республикинчи Общество палатинчен суйлавра хутшăнакан сăнавçăсем пирки те сỹтсе явнă.

Тĕп ыйтусене сỹтсе явнă хыççăн территори штаб начальникĕ пулма Анатолий Самакина суйланă.

(Хамăр корр.)

Авангард



15 июля 2022
15:33
Поделиться