Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пикшик ял тăрăхĕ - "Чи лайăх муниципалитет практики" конкурс çĕнтерỹçи

 2022 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен "Чи лайăх муниципалитет практики" Раççей конкурсĕн регион шайĕнчи тапхăрĕ иртнĕ.

 Ăна икĕ категорипе йĕркеленĕ: муниципаллă округсем, хула округĕсем тата хула поселенийĕсем; ял тăрăхĕсем.

"Чи лайăх муниципалитет практики" конкурса хутшăннисене пилĕк номинаципе хакланă. Патăрьел районĕнчи Пикшик ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ Владислав Краснов) "Нацисем хушшинчи туслăхпа килĕшỹлĕхе çирĕплетесси, муниципалитет шайĕнче наци политикин сферинче ытти мероприятие пурнăçа кĕртесси" ("Укрепление межнационального мира и согласия, реализация иных мероприятий в сфере национальной политики на муниципальном уровне") номинаципе пĕрремĕш вырăн йышăннă.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



15 июля 2022
15:32
Поделиться