Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Упамсапа Каншел ялĕсенче Питрав кунĕнче ял уявне паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Кăçал

та вĕсем пĕрле пуçтарăннă. Райадминистраци пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов ял-йыша уявпа саламласа район, сала пурнăçĕнче хастар пулнăшăн тав тунă. Халăха ăс-хакăлпа патриот воспитанийĕ парас, районти социаллă экономика аталанăвĕнче тата ытти сумлă ĕçре палăрнисене вĕрентупе çамрăксен политикин, физкультурăпа спортăн управленийĕн ертуçин çумĕ Николай Анисимов «Патăрьел районĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул» медальпе чысланă. «Уяв халăха пуçтарни савăнтарать. Кăçал вăл уйрăмах пĕлтерĕшлĕ - медальпе чыслани маншăн пысăк сум.Ялти клубра 42 çул ĕçлерĕмĕ Яланах халăхпа пĕрле - ĕçе çавăнпа юратнă, юрататăп та», - палăртнă Хурама Тăвар поселокĕнче пурăнакан Терентий Давыдов ветеран. Уявра спорт вăййисем иртнĕ. Тĕрĕсен, укерчĕксен, çыхнă япаласен куравне йĕркеленĕ. Ача-пăча каруççелпе ярăнса савăннă.

Хыпар



15 июля 2022
15:26
Поделиться