Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малашлăх çулĕсем уçăлчĕç

Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче тĕрлĕ профессие вĕрентеççĕ. Пĕр енчен лайăх та. Килтен аякка каймасăрах пĕлĕве ỹстерме пулать. Унта тăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенчен вĕренсе тухса алла аттестат илнисене йышăнаççĕ. Вĕренỹ программи республикăри ытти пĕлỹ паракан учрежденисенчи пекех. Çавăнпа техникума кỹршĕллĕ районсенчен те пĕлỹ пухма çамрăксем хапăл тăваççĕ.

Çак кунсенче вара выпускниксем алла диплом илчĕç. Çав ятпа вĕсене агропромышленность техникумĕн директорĕ Алексей Логунов, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин, финанс пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Наталия Хлебникова, Мускав политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн транспортпа технологи кафедрин доценчĕ Василий Чегулов, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци ертỹçи Петр Ефимов, ачасен ашшĕ-амăшĕ саламларĕç.

186 выпускник алла диплом илчĕ. Антон Марфин, Раид Мухуметнуров, Наталия Мадеева вара хĕрлĕ дипломпа тухрĕç.

Пурнăç çулĕ çине тăракансене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе чысларĕç. Техникум ĕçченĕсен ĕçĕпе ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă юлчĕ.

А. КАПИТОНОВА

Авангард



15 июля 2022
15:40
Хроника
Поделиться