Аслӑ Арапуç тӑрӑхӗ: 85 çулхи сумлă юбилей

Аслӑ Арапуç тӑрӑхӗ: 85 çулхи сумлă юбилей

    Патӑрьел районӗнчи Сител ялĕнче сумлă та хисеплĕ ватăсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри –Таисия Дмитриевна Сахарова. Шăпах çак ырă та тараватлă аппа çак кунсенче 85 çулхи сумлă юбилейне паллă турĕ.
   Таис аппана (ялта çапла чĕнеççĕ) çутă тĕнче илемне амăшĕ 1937 мĕш çулта парнеленĕ. Мĕн пĕчĕкрен вăл ытти ачасем евĕрех питĕ хастар ÿснĕ. Ун чухнехи хаяр вăрçă хыҫҫӑнхи çулĕсенче самана йывăррине пăхмасăр малалла пурăнма талпăннă. Пĕве кĕрсенех аслисемпе пĕртан ĕçе кÿленнĕ. Ытти тăванĕсемпе пĕрле уйра ырми-канми тăрăшнă. Унтан таврăнсан та алă усса ларман, ашшĕ-амăшĕсене кил таврашĕнче тăтăшах пулăшнă.
   Таисия Дмитриевна шкула питĕ юратса çÿренĕ. Вĕреннĕ çын хисепре пулнине вăл ачаранах ăнланса çитĕннĕ. Çавăнпа та учительсен сăмахĕсене тăрăшса тимленĕ. Пур предмета та юратса вĕреннĕ. Шкул вăхăтĕнченех унăн кĕнекесем патне туртăнас туйăм çуралнă. Халӗ те пирӗн аппа пӗр май вулать, пĕр май çыравçăсен «çимĕçĕсемпе» кăсăкланать.
Çул çитсессĕн Таисия Дмитриевнал каччипе çемье çавăрнă. Шăпа ăна маттур та пултаруллă яша парнеленĕ. Çапла ăшă та ырă кăмăллă мăшăрĕпе вĕсем пĕр-пĕрне хисеплесе, чунтан юратса, çурма сăмахран ӑнланса пурӑннӑ. Пилӗк тӗпренчӗкне ӑса вӗрентсе ҫитӗнтерсе ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын тунӑ.
Таисия Дмитриевна питӗ ӗҫчен пулнипе ял ҫинче палӑрса тӑрать: темле йывӑр пулсан та пурнăçне малаллах йĕркелесе пыма ăнтăлнă, тăван колхозра ырми-канми вăй хунă вăл. Тивĕçлĕ канăва та унтанах кайнă маттур та тăрăшуллă Сител хӗрарӑмӗ.
   Хальхи вăхăтра ялти сумлӑ асанне-кукамай Леонид ывăлĕн çемьипе пĕрле кун кунлать. Вĕсемпе питĕ килĕштерсе, пулăшса, çамрăксем ваттисене итлесе, аслисем кĕçĕннисене ырă канаш парса пурăнаççĕ. Ытти ачисем те час-часах тăван килне амӑшне курма, пулăшма килсех тăраҫҫӗ.
Çавăн пекех мăнуксенчен, кĕçĕн мăнуксенчен пуян пирĕн юбилярпа мăшăрĕ. Вĕсем те асанне-кукамай патне яланах çитме васкаççĕ, хăйсен юратăвне, ăшă кăмăлне, тимлĕхне вĕсене парнелеме тăрăшаççĕ.
    Таисия Дмитриевнана сумлă юбилейпа чун чĕререн Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхĕн ҫумӗпе специалистчӗ Наталия
Ермошкинапа Валентина Ильина, Аслӑ Арапуҫӗнчи культура ҫурчӗн ертӳҫи Владимир Верликов, вырӑнти депутат Александр Иванов, Сителти вулавӑш пункчĕн библиотекарĕ Оксана Хомуткина тата культорганизатор Ирина Лякова саламларĕҫ. Тӗнчери мӗнпур ыррине- тулӑх пурнӑҫ, тулли телей те ӑнӑҫу, кĕреш юман пек çирĕп сывлăх сунса Патӑрьел район администрацийĕн салам открыткипе тата тав хучĕпе чысларĕҫ.

Эпир те ӑна яланах хаваслӑ та ырӑ, чунĕпе ҫамрӑк пулма, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, кил ӑшшине упраса нумай ҫул пурӑнма, ачусен тата мӑнукусен пархатарне ӗмĕр-ӗмĕр курмалла пултӑр тесе сунатпӑр.



15 июля 2022
08:22
2022 год
Поделиться