Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уçă чỹрече шăпăрлансене ан илĕрттĕр

ĂШĂ та хĕвеллĕ çу кунĕнче чỹречене уçмасăр, пỹлĕмсене уçăлтармасăр пулмсть, паллах. Чылайăшĕ шăна-пăван кĕресрен вĕсене москит сеткăпа хуплаççĕ, теприсем каркăç çеç çакса яраççĕ. Уçă чỹрече кирек мĕнле пулсан та шăпăрлансемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Республикăри МИХ хыпарĕсенчен кăçал çеç 14 ача çỹллĕшĕнчен ỹксе больницăна çакланни паллă. Телее, пурте сывă. Çакнашкал тĕслĕхсем çине-çинех пулни кашни ашшĕ-амăшнех шухăшлаттармалла. Пĕчĕк ачасене уçă чỹрече ан илĕрттĕр тесен вĕсене килте аслисемсĕр пăрахса хăвармалла мар. Ун пек туни ытти енĕпе те хăрушлăх кăларса тăратать.

Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе районти профилактика субъекчĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакнашкал пăтăрмахсем ан пулччăр тесе иртнĕ эрнере те Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел, Турхан ял тăрăхĕсенче пулнă, уйрăм тимлĕхре тăракан ачасен пурнăçпа йăла условийĕсемпе кăсăкланнă.

Авангард



12 июля 2022
12:19
Поделиться