Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тухăç пулĕ савăнмалăх

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри уй-хирпе паллашнă май муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе, районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе июлĕн 7-мĕшĕнче Анат Туçари "Лук-Агро" кооператива тата Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Исток" çĕр ĕç фирмине çитсе курнă.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕ Чăваш Енре вăрлăх сухан ỹстерессипе палăрса тăрать: çĕршывĕпе кирлĕ продукцин 70 процентне шăпах пирĕн патăрта çитĕнтереççĕ.

"Лук-Агро" кооперативра вăрлăх сухана пысăк калăпăшпа туса илеççĕ, çавăн пекех çĕнĕ технологисемпе мелсене, ыттисен опытне пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Кăçал кунта пĕрремĕш çул купăста лартнă. Пухса кĕртнĕ продукцисене - çĕр улмие, купăстана, вăрлăх сухана - упрама тăватă управ пур.

"Исток" çĕр ĕç фирми районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Çулленех регионти чи лайăх 100 хуçалăх шутне кĕрет. Вăл выльăх-чĕрлĕх тата ỹсен-тăран отрасльне пĕр тан аталантарса пырать.

Хуçалăхра ĕне-выльăх шучĕ 1000 пуçран та иртнĕ, унтан сăваканни - 540. Паяна нумай çул ỹсекен курăксене çулса пĕтернĕ, 4271 тонна сенаж янтăланă.

Уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем "Исток" çĕр ĕç фирминче сахăр кăшманĕн тата пĕрчĕллĕ культурăсен уйĕсенче пулнă, пысăк хак панă.

 (Хамăр корр.)

Авангард



12 июля 2022
12:16
2022 год
Поделиться