Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшуллă ĕçлетĕн - хисепе тивĕçетĕн

 Районти почта ĕçченĕсем Раççей почти кунне пысăк хавхаланупа кĕтсе илчĕç.

Уяв вăл ĕçре пысăк ỹсĕмсем тăвакансене, нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене хисеп тунипе, хавхалантарнипе тата кăмăллă. Кăçал та Пăлаçипе Юхма Енсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнĕ. Акă, Сăкăтри почта çыхăну уйрăмне чылай çул ертсе пыракан Светлана Александровна Егоровăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çыхăну ĕçченĕ" ят парса чысланă.

Ишлĕри почта çыхăну уйрăмĕн начальникне Людмила Анатольевна Юркинăна Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕ, информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Алманчăри почта çыхăну уйрăмĕнчи Алина Васильевна Петрова почтальонкăна "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп грамотине парса хавхалантарнă.

Кзыл Чишмари почта çыхăну уйрăмĕнчи Елена Григорьевна Леонтьева почтальонка "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп хăми çине кĕме тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



12 июля 2022
12:16
Поделиться