Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăтартуллă çемьесене чысларĕç

Иртнĕ эрнекун районти Мăшăрлану керменĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Уявра 65, 50 çул пĕрле пурăнакан хисеплĕ мăшăрсене чысларĕç, пилĕк çул каялла çемье çавăрнă çамрăксене те малашне пурнăç çулĕпе алла-аллăн утма, ырă та пархатарлă ĕçсем тума ăнăçу сунчĕç.

Чыслав мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик тата Шăхач ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Владислав Красновпа Лилия Кутузова, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕн представителĕпе хисеплĕ çемьесен тăванĕсем хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Мăшăрлану керменне пухăннисене пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, çемье пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăккине, вăл çĕршыв тĕрекĕ, малашлăхĕ пулнине, Юхмапа Пăла тăрăхĕ тăтăшах нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесемпе, кăтартуллă çамрăк мăшăрсемпе мăнаçланнине палăртрĕ.

Рудольф Васильевич сумлă лару-тăрура виçĕ çемьене "Юратушăн тата шанчăклăхшăн" ("За любовь и верность) медаль парса чысларĕ. Çак пысăк хисепе Еншикре пурăнакан хисеплĕ ĕç ветеранĕсем Николай Федоровичпа Таисия Петровна Урмаковсем (65 çул пĕрле пурăнаççĕ), Тутар Сăкăтĕнчи Зекерия Сафиулловичпа Раида Хасянзяновна Махмутовсемпе Шăхачри Николай Порфирьевичпа Галина Григорьевна Тагановсем (50 çул пĕрле пурăнаççĕ) тивĕçрĕç.

Тимĕр туйне паллă тунă Еншикри Николай Федоровичпа Таисия Петровна Урмаковсен пурнăçра сахал мар хура-шурне курма, йывăрлăхне чăтма тивнĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнче кун çути курнă çамрăк хĕр çичĕ класс вĕренсе тухнă хыççăнах ĕçе кỹлĕннĕ, Первомайскинчи крахмал заводра ĕçлеме пикеннĕ, ун хыççăн ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă. Çемье пуçлăхĕ вара шкул саккинчен тухсанах Патăрьелĕнче сад ăстин специальноçне алла илнĕ. Арçын ача çамрăк пулнине пăхмасăрах вăрçă çулĕсенче аслисемпе тан Улатăра вăрман хатĕрлеме те çỹренĕ. Кайран вара тивĕçлĕ канăва тухичченех "Крупская", "Герой" хуçалăхсенче, Первомайскинчи МТСра трактористра ĕçленĕ. Н. Урмаков нумай çул ял старости пулса тăрăшнă, общество пурнăçĕнче те, спортра та хастар.

Хисеплĕ мăшăр тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян вĕсем ачисен çитĕнĕвĕпе çеç мар, 9 мăнукĕпе, мăнукĕн 16 пепкипе тата пĕр кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Тутар Сăкăтĕнчи Зекерия Сафиулловичпа Раидя Хасянзяновна Махмутовсем иккĕшĕ те тăван ялта çуралса ỹснĕ, ĕç ветеранĕсем çак ялти колхозрах тăрăшса хисеп çĕнсе илнĕ. Тăватă ача çуратса ỹстернĕ, паян вĕсем те мăнукĕсемпе çеç мар, кĕçĕн мăнукĕсемпе те мăнаçланаççĕ. 11-ĕн вĕсем, бабайпа эпи кĕрекине илем кỹрекенсем.

Çур ĕмĕр пĕр сукмакпа утакан Галина Григорьевнăпа Николай Порфирьевич Тагановсем иккĕшĕ те Шăхачранах. Сăпайлă та ĕçчен кил хуçи хĕрарăмĕ шкултан вĕренсе тухсанах Чулхулари автозаводра хăйĕн ĕç стажне пуçланă. Унта нумаях тытăнса тăман, тăван яла таврăннă хыççăнах Шăхачри йывăç япаласем туса кăларакан комбината вырнаçнă та унта 35 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Николай Порфирьевич ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах Оренбург облаçĕнче тракториста вĕреннĕ, çерем çĕр уçнă çĕре те хутшăннă. Каярахпа çар комиссариачĕ сĕннипе Канашра водитель профессине ала илнĕ. Виçĕ çул çарта пулнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти химзавода тунă çĕрте тăрăшнă. 1975 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Шăхачри комбинатра вăй хунă. Ылтăн туй хуçисен те куç тулли ачасем, мăнуксем. Икĕ хĕрпе пĕр ывăлăн 8 мăнукĕ кукамăшĕпе кукашшĕне савăнтараççĕ.

Уяв кунхине Патăрьел районĕн çемье юбилейĕсен хисеплĕ кĕнекине тепĕр виçĕ хушамат çырăнчĕ: Урмаковсем, Махмутовсем тата Тагановсем. Рудольф Васильевич вĕсене пурне те ырми-канми ĕçшĕн тав турĕ, пурне те "Патăрьел районне туса хуни 95 çул" юбилей медалĕпе наградăларĕ.

Мăшăрлану керменĕнче йĕркеленĕ уява çемье пурнăçĕн малтанхи пилĕк çулне хыçа хăварнă çамрăксем те хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЗАГС пайĕн заведующийĕ Наталия Емелина Çĕнĕ Ахпỹртри Александрпа Анита Красновсене тата Шăнкăртамри Диязпа Гузел Кеметовсене хисеплĕ аслă ăруран ырă тĕслĕх илме, çемьере килĕшỹпе юрату сунчĕç.

 Савăк юрă-кĕвĕ мăшăрсемшĕн парне пулчĕ.

А. ЕГОРОВА

 

 

 

Авангард



12 июля 2022
12:14
2022 год
Поделиться