Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çу кунĕсем ачасемшĕн йĕркеллĕ иртчĕр

ÇАК кунсенче районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комисси Пĕтĕм Раççейри "Хăрушлăхсăр ачалăх" акцие хутшăнса Патăрьел,Тăрăн, Ыхра Çырми ял тăрăхĕсенчи социаллă йывăр условинче пурăнакан çемьесенче пулнă, çул çитмен ачасем çуллахи каникулта вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăкланнă, ашшĕ-амăшĕн пепкисем умĕнчи яваплăхĕ, тĕрлĕрен инкекрен асăрханмалли пирки калаçнă. Рейд вăхăтĕнчех пакунлисен хура списокĕнче тăракан ачасен çемйисенчи пурăнмалли условисене те тĕрĕсленĕ. Шел пулин те ачисене воспитани парас ĕçре ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн комисси членĕсен йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрле протокол та çырма тивнĕ.

Авангард



08 июля 2022
13:11
Поделиться