Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, ветерансене чысларĕç

 

 Районти потребкоопераци ĕçченĕсемпе ветеранĕсем хăйсен професси уявне - Пĕтĕм тĕнчери потребкоопераци кунне паллă турĕç.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, райпо канашĕн председателĕ Сергей Счетчиков тата ыттисем хутшăнчĕç.

Райпо ĕçĕ-хĕлĕпе Сергей Счетчиков паллаштарчĕ.

Уяв чыславсăр пулмастех. Тăрăшуллисем тĕрлĕ шайри хисепе тивĕçрĕç. Раиса Тихонова, Любовь Кузнецова, Галина Иванова, Нина Абужарова потребкоопераци ветеранĕсене "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" медальпе чысларĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



08 июля 2022
13:57
2022 год
Поделиться